«Мураты» ял хуçалăх производство коллективĕ çуракине Вăрнар тăрăхĕнче чи малтан вĕçлерĕ

Мăрат – «Мураты» ял хуçалăх производство коллективĕ çуракине Вăрнар тăрăхĕнче чи малтан пĕр эрне хушшинче вĕçлерĕ. Хальхинче 505 гектар акнă. Тырпул лаптăкĕсен кăçалхи шутĕнче кĕрхисем 300 гектар, выльăх апачлĕх культурăсем – 300, çĕр улми 150 гектар. Çăкаллă-явăшсем çĕр улми лартма та районта чи малтан тухрĕç. Уй-хирте вунă тĕрлĕ техника ĕçлет. Ака лаптăкĕсене Михаил Владимировпа Владислав Волков хатĕрленĕ. Сÿрере Петр Краснов тăрăшнă. Борис Федоровпа Геннадий Алексеев сеялкăсем патне вăрлăх турттарса тăнă. Акнă, удобренисем сапăтнă, тăпрана пусăрăнтарнă, вăрлăха имçамланă вăхăтра Борис Шариков, Александр Федоров, Юрий Иванов, Андрей Беляев, Анатолий Романов, Илья Петров, Дмитрий Михайлов, Юрийпе Ираида Прокопьевсем питĕ тимлĕ, тăрăшуллă пулнă, мĕнпур ĕçе кăтартуллă пурнăçланă. Уй-хир ĕçченĕсене Эльвира Арсеньевăпа Алена Рябинская тутлă, техĕмлĕ апатпа тивĕçтернĕ.

Ялти ку хуçалăха чылай çул хушши пултаруллă пĕр тăвансем Геннадийпе Юрий Спиридоновсем ÿсĕмлĕ ертсе пыраççĕ.

Çуракинчи ăнăçлă ÿсĕмсемпе «Мураты» коллективне район администрацийĕ саламласа тав тунă.

В.МИХАЙЛОВ.



08 мая 2015
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter