Вăрçă çулĕсенче аманнă хыççăн, вилнĕ салтаксен вил тăприн палăкĕ умне паян чĕрĕ чечек çыххисем хунă

Вăрçă çулĕсенче аманнă хыççăн, вилнĕ салтаксен вил тăприн палăкĕ умне паян чĕрĕ чечек çыххисем хунă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин пĕрремĕш çумĕ - Администрацийĕн Шалти политика управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов, хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитет ертӳçи,  «Единая Россия» Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата та нумай сумлă хăнасем пуçтарăннă.   Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕнчен пухăннисене çывхарса килекен Аслă Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламланă. Мирлĕ пурнăçшăн пуçне хунă салтаксен ятне ĕмĕр асра тытмаллине, ветерансемшĕн пурин те тивĕçлĕ ĕçлесе пымаллине каланă. Николай Малов та çак сăмахсене малалла тăсса вăрçă ветеранĕсене, мĕнпур пуçтарăннă хăнасене паллă пулăм ячĕпе чун-чĕререн саламланă, уйрăмах çамрăксене вăрçăн çулĕсене асра тытма,  тирпейлĕ вĕренсе Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ӳсме сĕннĕ. Пухăннисем пĕр самантлăха шăплăха тытса, вăрçăра пуçне хунă паттăр салтаксене пуç тайнă. Шупашкар халăхĕ паллă куна асăнса куллен мероприятисем ирттерет. Палăксене,  обелисксемпе мемориалсене, стелӑсене Чăваш Енре пĕтĕмпех тирпейлесе илем кӳртнĕ.  Тĕплĕнрех



08 мая 2015
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter