Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫит­нӗ ят­па саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫит­нӗ ят­па пӗ­­тӗм чунтан саламлатӑп!

Ҫак уяв пирӗн халӑхӑн виҫесӗр паттӑрлӑхӗпе хастарлӑхне, пысӑк хӑ­ю­­лӑ­­хӗ­пе ҫирӗп чун хавалне тата вӑл Тӑван ҫӗршыва хӗрӳллӗн юратнине витӗмлӗн сӑнарла­кан ҫутӑран та ҫу­тӑ символ пулса тӑрать!

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ 200 пин ытла ҫын вӑрҫӑ фрон­чӗсенче тӑш­мана хи­рӗҫ хастарлӑн ҫапӑҫса Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартма паха тӳ­пе хыв­нӑ. Вӗсен шу­тӗнче 66 Совет Союзӗн Геройӗ тата Мухтав орденӗн 11 тулли ка­валерӗ. 106 пине яхӑн ентеш каялла таврӑнман – ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ­не хунӑ тата сурансене пула госпитальсенче вилнӗ.

Ҫӗршыва ҫапӑҫу хирӗнче хӳтӗленӗ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ишӗлчӗк­рен ура ҫине тӑма пулӑшнӑ ҫынсен шучӗ ҫулсерен чакса пырать. Паян Чӑваш Енре пӗр пин ҫу­рӑ­на яхӑн вӑрҫӑ участникӗ тата 22 пин ытла тыл ӗҫченӗ пу­рӑ­нать. Вӗ­сенчен кашнинех кирлӗ пек тим­лӗх­пе пӑх­малла тата власть ор­га­­нӗ­­семпе общест­во организа­ци­йӗсен, ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсен ырми-канми пулӑ­шӑ­­вӗпе ти­вӗҫ­­­тер­мел­ле.

Пирӗн республикӑра Тӑван ҫӗр­шывӑн Аслӑ вӑрҫине халал­ла­нӑ асӑну вы­рӑн­ӗ­семпе сооруженийӗсем 1100 ытла, ҫав шутра 500 ыт­ла обелисксемпе мемориалсем, па­лӑксемпе стелӑсем, асӑ­ну паллисем. Ҫӗршывӑмӑрӑн ирӗк­­лӗхӗпе ни­­кама пӑ­хӑн­ман­лӑ­хӗшӗн хӑйсен пур­нӑҫ­не панӑ паттӑрсен па­лӑ­кӗ­сене юсаса ҫӗ­не­тес ӗҫе Чӑ­ваш Енре пурӑнакан мӗнпур ҫыннӑн хастар хут­шӑн­малла.

 Ветерансене ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас, ҫамрӑксен чу­нӗнче хамӑрӑн ҫӗршывпа мӑнаҫланас туйӑма ҫирӗплетес тата унӑн шӑпишӗн явап­лӑ пулнине ӑша хыв­ма пулӑшас тӗлӗшпе тӑвакан пархатарлӑ ӗҫшӗн чӗре­рен тав тӑ­ва­тӑп. Пи­рӗн ҫам­рӑк­сем ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне тивӗҫлӗ пулса ҫитӗнесси, вӗсемшӗн вӑрҫӑ ге­ройӗсен пат­тӑрла ӗҫӗ­сем яланах хӑюлӑхпа тӳсӗмлӗх, Тӑван ҫӗршыва чунтан па­рӑн­са тӑнин тӗслӗхӗ пуласси пирки пӗрре те иккӗленместӗп.

Пурне те ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур ыррине, тӑнӑҫлӑхпа юрату, шан­чӑк, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                                                          М.Игнатьев



09 мая 2015
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter