Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫит­нӗ ят­па саламланă

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫит­нӗ ят­па пӗ­­тӗм чунтан саламланă. «Аслă Çĕнтерӳ пирĕн халăхăн калама çук пысăк пархатарĕ. Пирĕн хамăрăн аттесен, мăн асаттесен паттăрла ĕçĕрсене яланах асра тытмалла, çынсене тăнăç пурнăç парнеленĕшĕн,   çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнăшăн, ирĕклĕ пурнăç çĕнсе илнĕ çынсен паттăрлăхне нихăçан та манмалла мар. Çакă историлле чăнлăха хамăрăн çитĕнекен ăрăва  парса хăвармалла. Çĕнтерӳ кунĕ пĕтĕм халăха пĕрлештерекен, Тӑван ҫӗршыва хӗрӳллӗн юратнине витӗмлӗн сӑнарла­кан ҫутӑран та ҫу­тӑ символ пулса тӑрасса шансах тăратăп. Сире хăвăр палăртнă ĕçĕрсене пурнăçа кĕртсе пыма, ăнăçусем, чи ыррине сунатăп», - тесе çырнă хăйĕн салам йĕркисенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ.



09 мая 2015
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter