Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ митинга хутшăннă

 Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ митинга хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Аслă Аттеллĕх вăрçи чи хăрушă пулăм пулнине, вăл 1418 куна тăсăлнине асăннă. Вăрçă нумай хуласемпе ялсене, миллионшар çынсен пурнăçне вăхăтсăр чарса лартнине каланă. «Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ 200 пин ытла ҫын вӑрҫӑ фрон­чӗсенче тӑш­мана хи­рӗҫ хастарлӑн ҫапӑҫса Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартма паха тӳ­пе хыв­нӑ. Вӗсен шу­тӗнче 66 Совет Союзӗн Геройӗ тата Мухтав орденӗн 11 тулли ка­валерӗ. 106 пине яхӑн ентеш каялла таврӑнман – ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ­не хунӑ тата сурансене пула госпитальсенче вилнӗ. Çĕнтерӳ хăй тĕллĕн, çăмăллăнах килмен. Ватти-вĕтти, хĕрарăмсемпе ачасем, вăрçăна тухса кайнă аслисем вырăнне уй-хирте, предприятисенче тĕрлĕ станоксем умĕнче ырми-канми ĕçленĕ. Выçлăха пĕрре мар тӳснĕ. Халĕ çитĕнекен ăру, Çĕнтерӳшĕн çапăçнă салтаксем умĕнче ĕмĕрлĕхех парăмра. Вăрçăн тумхахлă çулĕсем хыççăн та сахал мар халăхăн ура çине тăрас тесе ĕçлеме тивнĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Халĕ çитĕнекен ăру çакна пĕтĕмпех ăнланать, ветерансене пулăшу кӳрес тесе те сахал мар тăрăшать. «Ветерансене ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас, ҫамрӑксен чу­нӗнче хамӑрӑн ҫӗршывпа мӑнаҫланас туйӑма ҫирӗплетес тата унӑн шӑпишӗн явап­лӑ пулнине ӑша хыв­ма пулӑшас тӗлӗшпе тӑвакан пархатарлӑ ӗҫшӗн чӗре­рен тав тӑ­ва­тӑп. Пи­рӗн ҫам­рӑк­сем ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне тивӗҫлӗ пулса ҫитӗнесси, вӗсемшӗн вӑрҫӑ ге­ройӗсен пат­тӑрла ӗҫӗ­сем яланах хӑюлӑхпа тӳсӗмлӗх, Тӑван ҫӗршыва чунтан па­рӑн­са тӑнин тӗслӗхӗ пуласси пирки пӗрре те иккӗленместӗп. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур ыррине, тӑнӑҫлӑхпа юрату, шан­чӑк, телей тата ырлӑх сунатӑп. Пĕрлĕхре пирĕн вăй», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăрçă ветеранĕ Петр Теплов пухăннă ентешсене саламланă май, çĕршыва сыхлама яланах хатĕр тăма каланă. Çитĕнекен ăру ячĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене  Кирилл Яклашкин саламланă. Паллă кун стройра пин çын ытла харăссăн утнă. Пуçласа кăçал уяв мероприятийĕнче казаксем пулнă. Салтаксем çар техникисемпе хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Парада «Вилĕмсĕр полк» пĕтĕм Раççейĕпе иртнĕ акципе вĕçленĕ. Шупашкарта халăх хăйсен вăрçăра пуçне хунă ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, тус-юлташĕсемпе, çывăх çыннисен сăнӳкерчĕкĕсене тытса хăюллăн малалла утнă. Тĕплĕнрех

 



09 мая 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter