Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери паллă кун «Паллă çăлтăрпа ирхи зарядка» спорт мероприятийĕ иртнĕ

 Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Хĕрлĕ площадре Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери паллă кун «Паллă çăлтăрпа ирхи зарядка» спорт мероприятине тухнă. Чăваш Енре пурăнакансене, ача-пăчасене, ашшĕ-амăшĕсене спорт уявĕ ячĕпе саламланă. Сывă пурнăç йĕркине яланах ăша хывса пурăнма сĕннĕ. «Уяв чи ырӑ та ҫутӑ праҫниксенчен пӗри. Ачасем – пи­рӗн телей, пирӗн савӑнӑҫ тата тӗп пуянлӑх. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсем яланах сывă та телейлĕ пулса çитĕнччĕр тесе тăрăшаççĕ. Палăртма кăмăллă, спорта юратакансен хисепĕ куçкĕретех ӳссе пырать. Сире паян çак уява килнĕшĕн чун-чĕререн саламлатăп, малашне те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнетĕп», - тесе каланă хăйĕн саламĕнче регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ку хутĕнче паллă пулăма 10 пин ытла çын тухнă. Фитнес аэробика ертӳçи Оксана Вербина ачасене савăк кăмăл-туйăм парнеленĕ. Ăна пулăшаканĕсем Чăваш Енри Наци телекуравĕн «Куча-мала» студи членĕсем хаваспах пĕрле спорт хусканăвĕсене пурнăçланă.   Ачасемпе уявра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшуçи, хăвăрт утассипе Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, тĕнче тата Европа чемпионĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ çав тери илĕртӳллĕ туйăм парнеленĕ. Паллă çăлтăр пурин чунне те çĕклесе янă.  Çакнашкал спорт уявне ирттересси Шупашкарта тахçантанпах йăлара. 2013 çулта та Хула кунĕнче 28 пин ытла çын спорта тухса хăйсен кăмăлне тултарнă, паллă пулăм  рекорд кĕнекине асăнмалăх кĕрсе юлнă.  Тĕплĕнрех

 



01 июня 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter