Чăваш Енре ĕç укçипе пухăннă парăм çу уйăхĕнче икĕ хут пĕчĕкленнĕ

 Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Пухăннисем ку хутĕнче предприятисемпе организацийĕсен ĕç укçипе пухăнса кайнă парăмĕсем пирки канашланă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин каланă тăрăх, Чăвашстат вĕсен министерствине   çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçисен парăмĕ 31,8 млн. тенкĕ пуçтарăннине çирĕплетсе панă. Ведомствăсем хушшинчи комисси ĕçне  йĕркелесе ирттернĕ хыççăн, çу уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне «Ремсервис», «Специальное конструкторское бюро систем промышленной автоматики», «Санаторий Чувашиякуророт»,  «Сервис Промышленных машин», «Дорисс», «Промтрактор-Вагон», МП «Канашский городской парк» предприятисем ĕç укçисен парăмне пĕтĕмпех парса татнă. Паянхи кун тĕлне  «ЧЗСЭ «Электросила», «Чебоксарская типография», «Ударник»,  «АгроЧаки» организацисен парăмсем пур-пĕрех тăрса юлнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва вĕçне-хĕрне çитерме хушса хăварнă. 2010 çулта Чăваш Енре  ĕç укçин парăмĕ пурĕ  120 млн. тенкĕ пухăнса кайнă пулнă, пур-пĕрех республика çак ыйтăва туллин татса панă. Енчен те предприятисемпе организацисем халăха ĕç укçине памасан, ертӳçĕсен хушамачĕпе ятне çырса çынсене пĕлтерсе тăма хушнă.  Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров çуллахи тапхăрта шыва кĕмелли çирĕп йĕркесем çинчен чарăнса тăнă. Кăçал республикăра шыва кĕмелли ятарлă 47 пляж уçасси пирки хыпара пĕлтернĕ. Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Каçал ен, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Çĕрпӳ,     Шăмăршă, Çĕмĕрле,  Елчĕк, Тăвай районĕсенче тата Канаш, Çĕмĕрле  хулисенче ĕçе кирлĕ пек йĕркелеменнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăрăх çанталăка пула, шывпа çыхăннă инкексем тăтăшах пулнине палăртнă. Ачасене асăрхамаллине, шыва кĕмелли вырăнсенче тирпейлĕ пулмаллине асăрхаттарнă. Çынсен хăйсен те яваплăха туймалла. Чăваш Республикин экономика министрĕ хăйĕн докладĕнче предприятисенче апатлантару вырăнĕсене тĕрĕслесе тухнине палăртнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, хăшĕ-пĕрисене тĕпрен юсав ĕçĕсем те ирттерме вăхăт çитнĕ. Предприятисемпе организацисен ертӳçисем патне асăрхаттару ĕç хучĕсене тăратнине каланă. Пурин те пĕр тĕллев – тавралăха тирпей-илем кĕртесси. Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Евгений Юшин докладра вăрмансене çуллахи вăхăтра пушарсенчен сыхлас тĕллевпе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен чарăнса тăнă.  Пухăннисем «Лидер» ТМЯО тата «Кувшинка» микрорайонта пурăнакансемпе пулса иртнĕ кăлтăксем çинчен сӳтсе явнă. Ыйтусене татса панине пĕлтернĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков. Енчен те строительство организацийĕ кирлĕ пек ĕçе пурнăçлаймасан, проект йышăнăвне улăштарма сĕннĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



01 июня 2015
17:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter