Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хула ертӳлĕхĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула ертӳлĕхĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Олег Бирюковпа тата Олег Матвеевпа вырăнти тавралăха тирпей-илем кӳртессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Çĕнĕ Шупашкар пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче хулара нумай çулсем хушши тавралăха тирпей-илем кӳртессипе пачах та ĕçлеменнине палăртнă. «Паян, вара палăртма кăмăллă, таçта та тирпейлĕх хуçаланать. Симĕс курăк ешерни, тирпейлĕх пур çĕрте те пулни куçа илĕртет», - тенĕ вăл.  «Кăçалхи çул уйрăмах кунта пурăнакансем çак таврари илемлĕхе курма пултарчĕç. Йывăç-тĕмсем илĕртӳллĕн кашласа лараççĕ, хитре чечексен шăрши  кашнин чунне савăнтарса çĕклесе ярать. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан халăх тирпейлĕх мĕнне ăнланса çитни куçкĕретех. Тавралăха тирпейлеме пур тытăмра вăй хуракансем хăйсен тӳписене хывма пултарчĕç. Куншăн питĕ пысăк тав пурне те. Çуртсен таврашĕсем çав тери илемлĕ, çӳп-çапа та халăх кирлĕ-кирлĕ мар çĕре пăрахманни савăнтарать», - тесе каланă Олег Бирюков. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хулари тирпейлĕхе йĕркеленине тĕрĕслесе тăрас ĕçе малалла  та тăсма шантарнă.Тĕплĕнрех

 



01 июня 2015
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter