Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем, хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

 

Сире Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! 

Ҫак уяв чи ырӑ та ҫутӑ праҫниксенчен пӗри. Ачасем – пи­рӗн телей, пирӗн савӑнӑҫ тата тӗп пуянлӑх.

Ашшӗ-амӑшӗ тата общество ҫитӗнекен ӑрӑва лайӑх пӗлӳ парас, пӗ­­чӗкренех сывӑ пурнӑҫ йӗркине ӑша хывма пулӑшас, ачасене тӳрӗ чун­лӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулма вӗрентес, вӗсене ӗҫе юратма тата хӑйсене йӗр­келлӗ тытма хӑнӑхтарас, ҫӗршыва тивӗҫлӗ граждансем туса ӳстерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Чӑваш Республикинче ҫакна пурнӑҫламалли майсем кирлӗ шайра йӗркеленеҫҫӗ: ҫӗнӗ вӗренӳ учрежденийӗсемпе спорт объекчӗсем ҫӗк­ле­неҫ­ҫӗ, педагогика кадрӗсен ӑсталӑхӗ ӳсет, вӗренӳ тата медицина енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхӗ лайӑхланать, ҫамрӑксене патри­отла вос­питани парасси ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхатпӑр.

Пирӗн ачасем – питӗ пултаруллӑ та ӑнӑҫуллӑ, вӗсем респуб­лика ятне тӗрлӗ олимпиадӑсенче, конкурссемпе ӑмӑртусенче тивӗҫлипе хӳтӗ­леҫҫӗ, лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ.

Пӗлтӗр Чӑваш Енри хулари 6 шкул Раҫҫейри чи лайӑх пилӗк ҫӗр шкул шутне кӗнӗ, тата пиллӗкӗшӗ ҫӗршыври ял ҫӗрӗнчи чи лайӑхшкулсен йышне  кӗме тивӗҫнӗ.

Чӑвашсен ваттисен сӑмахӗ: «Тĕшĕ тымара пăхать», – тесе вӗ­рен­тет. Ача мӗн­ле­рех лару-тӑрура ҫитӗннинчен чӑннипех те нумай килет. Вӑл сывӑ та ҫирӗп ҫемьере, юратупа евӗклӗх хуҫаланакан кил-йышра ӳссе ҫи­тӗнни питех те пысӑк пӗле­рӗшлӗ. Ҫавӑнпа та Чӑваш Енре ҫемье институтне ҫирӗплетес тӗллевпе чылай ӗҫ тӑватпӑр.

Нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ҫулсерен хушӑнса пырать.Паян рес­публикӑра ҫавнашкал 10 пин ытла ҫемье пурӑнать, вӗсенче 33 пин ытла ача ҫи­тӗнет. Чӑннипе кашни 15-мӗш ҫемье виҫӗ е ытларах ача пӑх­са ӳстерет тата ҫакӑ йӗркене кӗрсе пырать!

Юлашки пилӗк ҫулта республикӑра ачасене хӑйсен ҫемйине пу­рӑнма илнӗ ҫемьсенче ҫитӗнекен ачасен шу­чӗ палӑрмаллах ӳсрӗ, ҫавна май, апла пулсан, ача ҫурчӗсенче, пепкесен ҫурчӗсенче тата интернат-шкулсенче ҫитӗнекен ачасен йышӗ виҫӗ хут чакнӑ. Паянхи куна пирӗн республикӑра 2300 ытла ҫемьере 3000 пине яхӑн усрав ача ҫи­тӗнет. Эпир кашни ачах хӑйне юратнине, уншӑн тӑрӑшнине тата ӑна хӳ­тӗ­ле­нине тул­лин туйса тӑмалли майсене пурне те тума тӑрӑшӑ­пӑр.

Ҫак хӳхӗм уявра ачасене ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ӑнӑҫусем, ҫемьере тӑ­нӑҫлӑх, телей тата юрату сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                М.Игнатьев

 

 



01 июня 2015
07:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter