Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Химпром» предприятине 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

 Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Химпром» предприятине 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Уяв Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» Культура керменĕнче иртнĕ. Мероприятине Чăваш Ен Пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Хула ертӳлĕхĕ Олег Матвеевпа Олег Бирюков хутшăннă. «Группа Оргсинтез», АХП генеральнăй директорĕ «Химпром» пĕрлешĕвĕн Директорсен канашĕн членĕ Ярослав Кузнецов пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсем çинчен тата малашнехи тĕллевсем пирки пухăннисене тĕплĕн каласа кăтартнă.  Кăçал пĕрремĕш кварталта предприяти плана икĕ хут ӳстерсе пурнăçланине каланă, лартнă тĕллевсем туллин пурнăçа кĕрсе пынине асăннă. «Химпром» ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. «Ĕç коллективĕ - ылтăн фонд», - тенĕ. Заводăн авалтан хăйĕн йăли-йĕрки упранса пынине каланă. Ĕç династийĕ вара пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Ку хутĕнче Михаил Игнатьев хăйĕн пурнăçĕнчи пĕр самант пирки те аса илнĕ. Вăл, салтака кайиччен «Химпром» предприятинче тăрăшнă. Паллах, ун чухне ĕçе вырнаçма çăмăлах пулман, çирĕп конкурс витĕр тухма тивнĕ. Кунта пĕтĕмпех пысăк квалификациллĕ специалистсем ĕçленĕ. Михаил Игнатьев паянхи пурнăç таппинче завод республикăри чи пысăк предприяти пулнине каланă. Çĕршыв Правительстви ăна малашлăхлă организаци тесе реестра кĕртнĕ, Раççей Федерацийĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă.  «Юлашки çулсенче хулари çынсен пурнăç шайне çӳле хăпартса пырассипе вырăнти ертӳлĕх инвестици явăçтарас ыйту çине сахал мар тимлĕх уйăрать. Эпир малашне те хула пурнăçне лайăхлатассипе пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлĕпĕр. Ытларах та ытларах инвесторсене илсе килме кирлĕ пек условисем йĕркелĕпĕр», - тесе палăртса каланă республика Пуçлăхĕ. Мероприяти вăхăтĕнче ĕçре хастар пулнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, РФ Промышленноçпа суту-илӳ министерствин наградисене парса хавхалантарнă. Ĕç династийĕн çĕнтерӳçисене асăнмалăх парнесемпе чысланă. Конкурс çĕнтерӳçисем -Тарабашкинсем, династире  14 çын шутланать, вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 270 çулпа танлашать. Тĕплĕнрех

 



01 июня 2015
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter