Кашни çынна чун ăшшине парасчĕ, пулăшасчĕ

Июнĕн 8-мĕшĕнче Раççейре социаллă сферăн ĕçченĕсен кунне паллă турăмăр. Чăваш Республикинчи социаллă аталану, сывлăх сыхлавĕн министерствин «Социаллă пулăшу паракан центр» хысна учрежденийĕн Элĕк районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем кулленех тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Пай начальникĕ Галина Михайловна Григорьева хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки хаваспах каласа пачĕ.

- Галина Михайловна, мĕнле саккунсене тĕпе хурса ĕçлетĕр-ха;

- «Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси çинчен», «Ветерансем çинчен», «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсен хÿтлĕхĕ çинчен», «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен» тата ытти саккунсене тĕпе хуратпăр. Пирĕн ĕçре кашни саккун тĕп вырăнта. Çавăнпа та вырăнсене тухса ĕç-хĕлпе паллашатпăр.

- Чăваш Республики халăха мĕнле çăмăллăхсем кÿрет;

- Сăмахран, «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçмелли ĕç стажне июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2,5 çул чакарнă. Халĕ вăл хĕрарăмсемшĕн - 37 çул та 6 уйăхпа, арçынсемшĕн 42 çул та 6 уйăхпа танлашать. Çак Указпа килĕшÿллĕн социаллă хÿтлĕх пайĕ 257 заявлени йышăннă. Чылай çын асăннă Указа чунтан кĕтсе пурăнчĕç тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕрне «Ĕç ветеранĕ» стажа тивĕçме 1 уйăх та 8 кун е 40 кун çитмест. Республикăра ĕмĕр тăршшĕпех тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăннă, анчах нимĕнле наградăна та тивĕçмен çын нумай. Халĕ ĕнтĕ вĕсем те çак çăмăллăхпа усă курĕç.

- Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тÿлеме çăмăллăхсем пурри çинчен каласа парсамăр.

- «Уйрăм категорири граждăнсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тÿлеме социаллă пулăшу парасси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн кăçалхи 5 уйăхра ялта пурăнакан 684 ĕçлекен çынна 4075,75 пин тенкĕ панă. Субсидие нумай хваттерлĕ çуртсенче тата уйрăм çуртсенче пурăнакансем те тивĕçеççĕ. Вăл кашни çемьен тĕрлĕрен. Январь-май уйăхĕсенче районти социаллă хÿтлĕх пайне çак ыйтупа 486 çемье килчĕ, вĕсене 1967,32 пин тенкĕ куçарса панă. Майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2006 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчи 158№ постановленине улшăнусем кĕртесси çинчен» Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Постановленийĕпе килĕшÿллĕн республика стандарчĕпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тÿлессин хакĕ чакать. Октябрь уйăхĕнче вара субсиди виçи те ÿсет. Уйрăмах çакна 1999 çулччен туса лартнă 1 тата 2 хутлă çуртсенче пурăнакансем туйса илĕç.

- Çемьесем çине пысăк тимлĕх уйăрнине асăнмасăр иртме çук.

- «Ачаллă граждансене патшалăх пулăшăвĕ памалли хушма мерăсем çинчен» саккун пирĕн районта та пурнăçа кĕрет. Эпир республикăри амăшĕн (çемье) капиталĕн сертификатне илме кирлĕ документсем йышăнатпăр. Ăна 2012 çултан пуçласа виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасене çуратсан параççĕ. Республикăри амăшĕн капиталĕ 100 пин тенкĕ-пе танлашать. Саккун пурнăçа кĕнĕренпе районта 183 сертификат панă. 19 çемье сертификатпа усă курнă, укçа-тенке кил-çурт условийĕсене лайăхлатма тата çурт-йĕр çавăрма (туянма) илнĕ кредитăн тĕп пайне саплаштарма янă. Пĕрремĕш ачана пăхнăшăн уйăхсеренхи пособи - 2718,34 тенкĕ, иккĕмĕш тата хыççăнхи ачасемшĕн 5436,67 тенкĕ тÿлеççĕ. Йывăр çын пулса медицина учрежденине учета тăрсан 543,67 тенкĕ параççĕ. Ача çуратнă хыççăн пĕр хутчен паракан пособи виçи вара 14497,8 тенкĕпе танлашать. Çар служащийĕн йывăр çын пулнă мăшăрне пĕр хутчен 22958,12 тенкĕ, ача çуратсан уйăхсерен 9838,93 тенкĕ тÿлеççĕ. «Ачаллă граждансене патшалăх пулăшăвĕ памалли хушма мерăсем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн уйăхсерен паракан ача пособине июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне 972 çемьене 2534664,00 тенкĕ тÿленĕ.

- Уяв ячĕпе ĕçтешĕрсене мĕн суннă пулăттăр;

- Социаллă сферăн ĕçченĕсен кунĕ - халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса парассипе, уйрăмах ватă çынсен, инвалидсен, нумай ачаллă çемьесен социаллă хÿтлĕхне вăйлатассипе тата вĕсене пулăшу парассипе ĕçлекенсен уявĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче тăрăшакансемпе пĕрле малалла та тачă çыхăнса ĕçлесчĕ. Пурне те професси уявĕпе саламласа тĕрлĕ ыйтупа килекен кашни гражданинăн нушине ăнланма тата пулăшма, чун-чĕре ăшшине пама çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.

(Элĕк районĕ)



10 июня 2015
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter