Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ячĕпе Раççейри Хĕрарăм-ертӳçĕ Ассоциацийĕн Президентĕнчен Людмила Хохлачевăран салам çырăвĕ килсе çитнĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ячĕпе Раççейри Хĕрарăм-ертӳçĕ Ассоциацийĕн Президентĕнчен Людмила Хохлачевăран салам çырăвĕ килсе çитнĕ. Вăл Михаил Игнатьева «Раççейри Çамрăк директор», Хĕрарăм – Лидер. XXI-мĕш ĕмĕр», «Раççей Федерацийĕн Тава тивĕçлĕ директорĕ» Пĕтĕм Раççейри конкурссене йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем çырнă. «Çак конкурссенче Чăваш Енрен хĕрарăм-ертӳçĕсем хутшăннă, хисепе те çĕнсе илнĕ. Малашне те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлессе шанатăп. Çитес çулсенче тата та Сирĕн регионтан хĕрарăм-ертӳçĕсем ăмăртусене ытларах хутшăнасса ĕненетĕп», - тесе çырнă салам йĕркисенче. «Раççей Федерацийĕн Тава тивĕçлĕ директорĕ» конкурс çĕнтерӳçисен ятне Чăваш Республикинчи онкологи диспансерĕн тĕп врачĕ Лидия Воропаева, «Комсомольск-согласие» кооператив директор ĕçне пурнăçлаканĕ Алмазия Миннибаева тата «Моргауши-Согласие» кооператив директор ĕçне пурнăçлакан Фаина Кирпичникова тивĕçлĕ пулнă. Вĕсене наградăсем парса хавхалантарнă. «Хĕрарăм – Лидер. XXI-мĕш ĕмĕр» Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерӳçĕсем Патăрьелĕнчи «Поддержка» ГСК АУП пай пуçлăхĕ пулса вăй хуракан Мария Ялукова, Çĕнĕ Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 17-мĕш шкул директорĕ Наталья Кротова, хăвăрт утассипе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Алина Иванова, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Поддержка» ГСМ АУП пай пуçлăхĕ Галина Герасимова тивĕçлĕ пулнă. Çĕнтерӳçĕн Дипломне Çĕрпӳрен «Поддержка» ГСМ АУП ĕçлекен пай пуçлăхĕ Ольга Кукарцева тивĕçнĕ. «Раççейри Çамрăк директор» Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерӳçине «Согласие» ЧРСПКК директор ĕçне пурнăçлакан Екатерина Воробьевăна Медаль тата Диплом парса хавхалантарнă. «Акуна Матата» ачасен хавхалану центрĕн ертӳçине Татьяна Петровскаяна Диплом парса чысланă.