Каçал ен районĕ: пирĕн çитĕнỹ - халăх пĕрлĕхĕнче

Июнĕн 12-мĕшĕнче - Раççей кунĕ. 1990 çулта РСФСР халăх депутачĕсен съезчĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан деклараци йышăннă. 1992 çултан тытăнса уява июнĕн 12-мĕшĕнче паллă тума йышăннă, Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕн постановленийĕпе çак куна "Раçççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă кун" тесе палăртма тытăннă. Çав çулах кĕркунне уяв кунĕ пирки Ĕç кодексĕнче улшăнусем кĕртнĕ. 1998 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Борис Ельцин телевиденипе тухса калаçнă чухне асăннă куна "Раççей кунĕ" тесе уявлама сĕннĕ. Официаллă майпа ку ят 2002 çулта Ĕç кодексне çĕнĕрен çырнă хыççăн çирĕпленнĕ.

Раççей хăй вăхăтĕнче нумай йывăрлăх тỹснĕ: вăрçăсем, власть улшăнăвĕ. Историе илес пулсан 1812 çулта Аслă вăрçă пулни паллă. Вăл вăхăтрах вырăс çарĕсем паттăрлăхпа палăрнă, Наполеон çарне çĕнтернĕ. II Александр 1861 çулта крепостла правăна пăрахăçлани те Раççейшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм. 1917 çулхи февральти тата октябрьти революцисем те Раççей халăхне тĕрĕсленĕ. Çапах та пирĕн çĕршыв ура çине çирĕп тăрса малалла аталаннă, çĕршывра пулса иртекен экономикăри тата политикăри йывăрлăхсене пăхмасăр халĕ те аталанать.  

Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем ĕмĕртен ĕмĕре çĕршывшăн тăрăшнă, вăл никама пăхăнман патшалăх пултăр тесе хỹтĕленĕ. Раççей халĕ те йывăрлăхсене пăхмасăр малалла талпăнать. Патшалăхра кашни гражданинăн пурнăçне тата экономикăна лайăхлатма условисем пур. Раççей патшалăхне çи-рĕплетессинче Конституци тата патшалăхăн символĕсем - ялав, герб тата гимн - пурри те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсемсĕр çитĕнсе пыракан ăрура патриотизм туйăмне тата çĕршыва юратассине аталантарма май çук. Раççей чечекленесси те чи малтан унăн регионĕсем ăнăçлă аталаннинчен килет. Çак пысăк çĕршывра пурте килĕштерсе, ăнланса пурăнсан çеç вăл малалла сулмаклă утăмсем тăвĕ.  

Кашни çыншăнах Раççей хăйĕн пĕчĕк Тăван çĕршывĕнчен пуçланать. Çавăнпа та Раççей кунĕ пĕтĕм халăх уявĕ пулнипе пĕрлех кашнин хăйĕн уявĕ те пулса тăрать. Пурте пĕрле эпир - пĕрлĕхлĕ те хăватлă Раççей. Унăн никама пăхăнманлăхĕ вăл - ăна сыхласа хăварассишĕн пуçĕсене хунисен тĕслĕхĕ, несĕлсем çине тăрса ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ.

Пирĕн вăй - эпир пĕрле пулнинче, пирĕн çитĕнỹ - халăх пĕрлĕхĕнче. Раççей хăйĕн вăйне шанать. Çакă вара пирĕнтен кашнийĕнчен килет.

Раççей кунне халалласа çулсеренех районти библиотекăсенче кĕнекесен куравĕсем, ỹкерчĕксен конкурсĕсем иртеççĕ. Районта çак кун йĕркелекен чи пысăк уяв вара - ĕçпе юрă тата спорт уявĕ.



10 июня 2015
10:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter