Михаил Игнатьев: «Халăхăн шанăçне таса чунпа яваплăха туйса ĕçлесен тин тӳрре кăларма пулать»

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ĕçе тытăниччен чи малтан Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан пирки Указа алă пусса çирĕплетнине каланă. «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма  иккĕмĕш хут суйланма Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата суйлавçăсем мана шанни питех те пысăк пĕл­терĕшлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Эпĕ Раççей Федерацийĕн Президентне манăн вăхăтсăр отставкăна яма ыйтнине йышăннăшăн, çĕнĕрен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма суйланиччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама шаннăшăн пысăк тав сăмахĕ калатăп», - тенĕ вăл.  Раççей Президенчĕ мана шанни малашне тата та ытларах яваплăхпа ĕçлеме хистет. Çакнашкал йышăну малашнехи ĕçсене пурнăçласа пыма нимĕнле кăткăслăх та кăларса тăратмасть. Чăваш Ен Правительстви мĕнле ĕçленĕ, малашне те çак юхăмпах малалла ăнтăлса ĕçлесе пырĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Министрсен Кабинечĕн членĕсем кун йĕркине кĕртнĕ актуаллă ыйтусене пăхса тухнă. Чăваш Республикин строительство министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Александр Герасимов хăйĕн докладĕнче республика хыснинчен уйăракан субсидине организацисене валеçсе памалли ĕç йĕрки çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов 2015 çулта федераци бюджетĕнчен республикăна субсиди мелĕпе ял тăрăхĕнче ĕçлекенсене пурĕ 855 пин тенкĕ куçарса панине асăннă.   «Пулăшу çав тери пысăках мар пулин те ялсен сăн-сăпатне улăштарма май парать. Конкурсра хутшăнса пулăшусене илме тивĕçес тесен, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен çивĕчрех пулмалла, хăйсен ăвне лартнă тĕллевсене лайăх ăнланса пурнăçламалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Ку хутĕнче пухăннисем çĕрпе çыхăннă ыйтусене те тишкернĕ. Михаил Игнатьев кашни çĕрĕн хăйĕн хуçи пулмаллине çирĕп асăрхаттарса хăварнă, кашни çĕр лаптăкĕ шутра пулмаллине каланă. Чăваш Ялавĕпе Гербĕн авторĕ çитес çулта Элли Юрьева 80 çул çитнине паллă тăвать.Чăвашсен паллă ӳнерçине халалласа пысăк мероприяти ирттерме палăртнă, ăна валли халлĕхе хатĕрленме йĕркелӳ комитетне йышăнма палăртса хăварнă. Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова кăçалхи çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ылмашăнакан тарифсен çĕнĕ йĕркипе паллаштарнă. Паян канашлура хушма хуçалăхра тирпейленекен ял хуçалăх таварĕсене сутасси ыйтăва та хускатнă. Ял çыннисене валли хăйсен таварĕсене пасарта сутма ятарлă вырăнсем яланах хатĕрлесе памаллине палăртнă.  Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. 



10 июня 2015
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter