Элĕк районĕ: «Новый путь» хуçалăхра утă çулаççĕ

Июнĕн 8-мĕшĕнче Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов планерка ирттерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина пĕлтернĕ тăрăх, вырăнти бюджета кăçалхи 5 уйăх хушшинче налук мар тупăш 2616,7 тенкĕ кĕнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 134,3 процент.

Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Надежда Павлова 2015 çулхи 5 уйăх хушшинче район бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне бюджетăн тупăш пайĕ 149424,1 пин тенкĕпе танлашать. Вăл çулталăкра пăхнин 48,8 проценчĕ. Бюджетăн тăкак пайĕ – 142994,4 пин тенкĕ (çулталăкра пăхнин 46,6 проценчĕ).

Ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçлани çинчен каласа пачĕ. Чи малтан çак ĕçе «Новый путь» хуçалăхра пуçăннă. Кунта нумай çул ÿсекен курăксене 143 гектар çинче çулма ĕлкĕрнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ку енĕпе ытти хуçалăхсенче те ĕçе çивĕчлетме ыйтрĕ.

Планеркăра ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.



10 июня 2015
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter