Чӑваш Енре пурӑнакан кашни вун пиллӗкмӗш ҫемье виҫӗ е ытларах ача пӑхса ҫитӗнтерет

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей Правительствин членĕсен видеоселектор канашлăвне хутшăннă. Ĕçе Раççей Федераци Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – 2025-мĕш çулччен демографи лару-тăрăвĕн çул-йĕрне аталантарасси пулнă. Канашлăва уçнă май, Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче 10 çул каялла демографи лару-тăрăвĕ нихăçан та çĕршывра ырă енне улшăнассине шанма та пултарайманнине каланă. «Мĕн-пур аналитиксем ыррисем те ырă марисем те пĕр пек пуласлăх çуккине çирĕплетсе каланă. Экономика ыйтăвĕсене те татса пама май килменнине те асăрхаттарнă. Паян, эпир уççăмăн калама пултаратпăр, пур йывăрлăха та сирсе ярса тĕллевсене тулин пурнăçларăмăр. Паллах, çитĕнӳсем те куçкĕретех, эсир пур те ун çинчен лайăх пĕлетĕр. Пуçласа юлашки 20 çул хушшинче çынсен çураласлăхĕ ӳссе пыни савăнтарчĕ. Çынсен пурăнаслăхĕ вăтамран 71 çула çитни те çакнах çирĕплетет. Çитĕнӳсем социаллă пурнăçпа çыхăннă. Халăхăн пурнăç шайĕ лайăхланса пырать. Юлашки виçĕ çул хушшинче уйрăмах çынсен пурăнаслăхĕн вăтам çулĕ тата та виçĕ çул хутшăнни паха. Ку пысăк çитĕнӳ» - тесе палăртнă Раççей Премьер-министрĕ.  Пĕлтĕр Раççейре 2013 çулхипе танлаштарсан 17,5 пин ача нумайрах çуралнă. Пур-пĕрех пĕлтĕртенпе вилекенсен хисепĕ нумайланни пăшăрхантарать, ачасен çураласлăхĕ кăштах чакни сисĕнет. РФ Правительствин Председателĕ асăннă ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă, сăлтавĕсене туххăмрах тупса палăртма сĕннĕ. Амӑшлӑхӗпе ачалӑха пулӑшасси, ача амӑшӗпе пепкене сыхласси, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси – Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн социаллӑ политикин тӗп тӗллевӗсем. Ҫӗнӗ ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫамрӑк ҫемьесем хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас енӗпе патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫеҫҫӗ, нумай ачаллӑ ҫемьесем валли пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума е хушма хуҫалӑх тытма тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса парасси, амӑшӗн капиталӗ, виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан паракан пособи евӗр хушма социаллӑ пулӑшу мерисем тата патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти тӗсӗсене палӑртакан программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Республикӑра юлашки виҫӗ ҫул хушшинче халӑх хӑй хальлӗн ӳсни ҫирӗппӗн палӑрать, нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ пысӑкланнӑ. Паян Чӑваш Енре пурӑнакан кашни вун пиллӗкмӗш ҫемье виҫӗ е ытларах ача пӑхса ҫитӗнтерет тата ҫакӑ социаллӑ норма пулса пырать. Тата çакна та палăртса хăвармалла, Пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Енре пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине тытса пыни пурин кăмăлне те хавхалантарса ярать. Тӗплӗнрех

 



11 июня 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter