Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Социаллӑ сферӑн ӗҫченӗсене халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Социаллӑ сферӑн ӗҫченӗсене халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă. Унпа пĕрле мероприятинче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева пулнă. Михаил Игнатьев пухăннă ĕçтешсене, социаллă сферăн хисеплĕ ветеранĕсене çак пархатарлă та сумлă ĕçре чуна парса ĕçленĕшĕн тав тунă. Ҫамрӑксене ырӑ кӑмӑллӑ тата хӗрхенӳллӗ пулма вӗрентсе ӳстерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывакан ветерансене уйрӑмах палăртса хăварнă. Социаллă тытăма аталантарасси патшалăх политики пулнине асăннă. «Çак тытăмри  çынсем кирек хӑҫан та чи ҫынлӑхлисен тата яваплисен шутӗнче. Вĕсем пат­шалӑхран уйрӑмах тимлӗхпе пулӑшу кӗтекен ҫын­се­не пу­лӑ­шаççĕ. Вĕсен ырӑ кӑмӑллăхне кура ветерансемпе ну­май ачал­лӑ ҫемье­сем, хев­тесӗрсемпе сахал тупӑшлӑ ҫынсем кирлӗ пулӑшӑва вӑхӑтра илсе тӑ­раҫҫӗ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. «Ватăсем, ну­май ачал­лӑ ҫемье­сем, хев­тесӗрсемпе сахал тупӑшлӑ ҫынсем ыранхи куна шанса савăнса пурăнаççĕ», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Республика ертӳлĕхне ырласа тав сăмахĕсем каланă, регионта социаллă пулăшу парассипе пур ĕç те туллин пурнăçланса пынине асăннă. «Хăй вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе ĕç ветеранĕсен стажне пĕчĕклетнĕ. Паян республикăра пурăнакан ватăсем çак пулăшушăн хăйсен савăнăçне никамран та пытармасăр тăтăшах пĕрне-пĕри каласа параççĕ», - тенĕ министр. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑ­хӗн 1-мӗ­шӗн­чен тытӑнса «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫмелли ӗҫ стажне икӗ ҫул ҫу­рӑна ҫити ча­кнă. Ҫак йышӑну ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн нумай ҫул хушши тӑ­рӑш­са ӗҫленӗ тата 10 пин ҫынна ветерансене тивӗҫекен ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма май туса па­рать. Уявра ĕçре маттурисене Михаил Игнатьев патшалăх наградисем парса хисеп тунă. Республика шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ конкурс çĕнтерӳçисене уйрăммăн палăртса хисеп паллисемпе наградăланă. Аса илтеретпĕр: паян республикăра халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен 23 центр шутланать. Вĕсем 8 пине яхăн çынна тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтереççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, кашни ватă хăйсене пулăшакансемпе туллин  чуна уçса калаçма, патшалăх пулăшăвне те вăхăтра илме пултарать. Республикăра ватӑ ҫынсемпе сусӑрсен пурнӑҫ пахалӑхне ла­йӑх­латма пур условисем те çителĕклĕ. Тĕплĕнрех

 



11 июня 2015
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter