Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан М. Игнатьев Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Раҫҫей кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

 

Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗ – Раҫҫейри кашни ҫыншӑн уйрӑмах паллӑ уяв. Ҫӗршывӑн чи ҫӗнӗ историйӗн тапхӑрӗнче ҫу­рал­нӑ­­с­кер, вӑл пӗ­тӗм наци пӗрлӗхне, халӑхӑн ӑс-хакӑлпа культура йӑ­ли-йӗр­ки ӑру­­­ран-ӑрӑва йӗркеллӗн куҫса пынине, патриотлӑха, Тӑван ҫӗр­шыв шӑпишӗн кашниех яваплине сӑнар­лать.

Эпир Раҫҫее юрататпӑр, унӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан исто­ри­йӗ­­пе тата культурипе мӑнаҫланатпӑр, хамӑрӑн пысӑк ӑслӑ мӑн асат­­­темӗрсен пуян еткерне тип­терлӗн сыхласа упратпӑр, ҫав вӑ­хӑтрах мӗнпур лайӑх­хине тата ҫӗн­нине хапӑл туса йышӑнатпӑр.

Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн ха­ль­­хи пурнӑҫӗ тата малашлӑхӗ пирӗн­тен каш­нийӗн ӗҫӗн­чен, пуҫарулӑхӗнчен килет. Пӗрле эпир унӑн  ча­пӗпе аслӑлӑхне ӳстерме, чи ырӑ ӑнтӑлусене пурнӑҫ­лама пул­та­рас­си, демократие ҫирӗплетме, эконо­микӑпа социаллӑ сфе­рӑ­на кал-кал аталантарма пулӑшакан пӗтӗм пуҫарура ҫи­тӗнӳсем тӑ­вас­си пир­ки пӗрре те иккӗленместӗп.

Чӑваш Енре пурӑнакансене ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, ха­мӑ­рӑн пӗрлехи килӗмӗрте – Раҫҫей Федерацийӗнче килӗшӳлӗх тата ҫи­рӗп­лӗх сунатӑп.     

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                                         М. Игнатьев

 



11 июня 2015
07:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter