«Элĕк районĕнчи пушар хăрушлăхĕсĕр чи лайăх объект» конкурс ирттернĕ

Районта «Элĕк районĕнчи пушар хăрушлăхĕсĕр чи лайăх объект» конкурс ирттересси йăлана кĕчĕ. Асăннă мероприяти организацисемпе предприятисенче пушар тухас хăрушлăха чакарма, çынсене, пурлăха, обществăна вут-çулăмран сыхланма тивĕçлĕ майсем туса пама пулăшать. Çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусем çине тимлĕх уйăрма вĕрентет.

Çÿлерех палăртнă конкурса районти шкул çулне çитменнисен, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура учрежденийĕсем, ял тăрăхĕсем хутшăннă, вĕсене ĕçне 25 критерипе хак панă. «Пушар хăрушлăхĕсĕр чи лайăх шкул çулне çитменнисен учрежденийĕ» ята Тавăтри «Пучах» ача сачĕ тивĕçнĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче Мăн Ямаш вăтам шкулĕ палăрнă. Çавăн пекех Ехремкассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ, Ураскилтри культура çурчĕ, Элĕк ял тăрăхĕ пушар хăрушлăхĕсĕр чи лайăх объектсен шутне кĕнĕ.



12 июня 2015
18:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter