Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Михаил Игнатьев Раççей кунне халалланă Шупашкарти пысăк уява хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Михаил Игнатьев Раççей кунне халалланă Шупашкарти пысăк уява хутшăннă.  Мероприятине пухăннисене Михаил Игнатьев Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗ – Раҫҫейри кашни ҫыншӑн уйрӑмах паллӑ уяв пулнине каланă. Ҫӗршывӑн чи ҫӗнӗ историйӗн тапхӑрӗнче ҫу­рал­нӑ­­с­кер, вӑл пӗ­тӗм наци пӗрлӗхне, халӑхӑн ӑс-хакӑлпа культура йӑ­ли-йӗр­ки ӑру­­­ран-ӑрӑва йӗркеллӗн куҫса пынине, патриотлӑха, Тӑван ҫӗр­шыв шӑпишӗн кашниех яваплине сӑнар­ланине палăртнă. «Эпир Раҫҫее юрататпӑр, унӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан исто­ри­йӗ­­пе тата культурипе мӑнаҫланатпӑр, хамӑрӑн пысӑк ӑслӑ мӑн асат­­­темӗрсен пуян еткерне тип­терлӗн сыхласа упратпӑр, ҫав вӑ­хӑтрах мӗнпур лайӑх­хине тата ҫӗн­нине хапӑл туса йышӑнатпӑр. Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн ха­ль­­хи пурнӑҫӗ тата малашлӑхӗ пирӗн­тен каш­нийӗн ӗҫӗн­чен, пуҫарулӑхӗнчен килет. Пӗрле эпир унӑн  ча­пӗпе аслӑлӑхне ӳстерме, чи ырӑ ӑнтӑлусене пурнӑҫ­лама пул­та­рас­си, демократие ҫирӗплетме, эконо­микӑпа социаллӑ сфе­рӑ­на кал-кал аталантарма пулӑшакан пӗтӗм пуҫарура ҫи­тӗнӳсем тӑ­вас­си пир­ки пӗрре те иккӗленместӗп.Чӑваш Енре пурӑнакансене ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, ха­мӑ­рӑн пӗрлехи килӗмӗрте – Раҫҫей Федерацийӗнче килӗшӳлӗх тата ҫи­рӗп­лӗх сунатӑп», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Çамрăк яш-кĕрĕме РФ гражданинĕн паспортне парса чысланă. Уявра пухăннисене ытти сумлă хăнасем те саламланă.   Уяв хаваслă юрă-ташăпа вĕçленнĕ.  Тĕплĕнрех

 



12 июня 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter