Михаил Игнатьев: «Мана Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама шаннăшăн Раççей Президентне пысăк тав сăмахĕ калатăп»

Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан пулма çирĕплетнĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин июнĕн 9-мĕшĕнче «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăт çитиччен чарса лартасси çинчен»  Указа алă пусса çирĕплетнĕ, республика Пуçлăхне суйланакан çын  должноçа кĕриччен Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама çирĕплетнĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Михаил Игнатьев «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласси çинчен» Указ кăларнă, 2015 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев çав кунах «Единая Россия» политика партийĕн регионти политканаш ларăвне хутшăннă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма кандидата тăратассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă. Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май Михаил Игнатьев унăн полномочийĕсен вăхăчĕ августăн 28-мĕшĕнче тухнине палăртнă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртмелле. - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма иккĕмĕш хут суйланма Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата суйлавçăсем мана шанни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ, - тенĕ Михаил Игнатьев. - Мана вăхăтсăр отставкăна яма ыйтнине йышăннăшăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма суйланакан çын должноçа кĕриччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама шаннăшăн Раççей Федерацийĕн Президентне Владимир Путина тав тăватăп. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлани малашнехи ĕçсене пурнăçласа пыма нимĕнле кăткăслăх та кăларса тăратмасть. - Чăваш Ен Правительстви республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн мĕнле тăрăшса ĕçленĕ, малашне те хăйĕн тивĕçĕсене çакăн пекех пурнăçласа пырĕ, - тенĕ вăлТĕплĕнрех



13 июня 2015
18:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter