Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн ӗҫченӗсен кунĕ ячӗпе саламлани

Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!

 

Професси уявӗ ячӗпе ӑшшӑн саламланине йышӑнсамӑр!

Чӑваш Республикин ҫӑмӑл промышленноҫ сфери паян 260 ытла ор­ганизацие пӗрлештерсе тӑрать, вӗсенче 11 пине яхӑн ҫын ӗҫлет.

Отрасльти предприятисен ӗҫ коллективӗсем тӑтӑшах ҫӗнӗ изделисем туса хатӗрлеҫҫӗ, инновациллӗ технологисене ӗҫе кӗртеҫҫӗ. Кунта ту­са кӑларакан таварсен дизайнне, вӗсен потреблени тата ӗҫ-хӗл паха­лӑхне лайӑхлатасси ҫине тимлӗн пӑхаҫҫӗ. Хӑюллӑ тӗллевсем пурнӑҫ­ла­наҫҫӗ, производство хӑвачӗсем техника тӗлӗшӗнчен пуянланаҫҫӗ, хальхи требованисемпе стандартсене тивӗҫтерекен ҫӗнӗ оборудовани туянас ӗҫ аван пырать.

Модернизациленине, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстернине, ку чухнехи пысӑк па­халӑхлӑ материалсемпе усӑ курнине пула Чӑваш Енри ҫӑмӑл промышленноҫ организацийӗсем туса кӑларакан таварсем хӑйсен конкурен­тлӑхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ тата вӗсене потребительсем кӑмӑлласа туянаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах республикӑри чылай предприяти ют ҫӗршывра туса кӑларакан таварсенчен нимпе те кая мар, хӑш чухне пахалӑхӗпе вӗсенчен те ирттерекен импорта улӑштаракан продукцие хастарлӑн туса кӑ­лар­ма тытӑнчӗ.

Ҫамрӑксене хӑйсен паха опытне паракан ветерансене уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗ калатӑп.

Ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫӗнӗҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                         М.Игнатьев



13 июня 2015
10:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter