Республика бюджечĕн тупăш пайĕ 2015 çулта 3560,6 млн. тенкĕ чухлĕ ӳсет

Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессине хутшăннă. Депутатсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ пулма Николай Малова суйланă. Пухăннисем Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунне йышăннă. Унпа килĕ­шӳллĕн республика бюджечĕн тупăш пайĕ 2015 çулта 3560,6 млн. тенкĕ  чухлĕ ӳсет. 2015 çулта Чăваш Республикин республика бюджечĕн тăкакĕсен пайĕ 4187,5 млн.  тенкĕ чухлĕ пысăкланать. Иртсе пыракан çул валли республика бюджетне кĕртнĕ улшăнусем хыççăн бюджетăн тупăш пайĕ 36928,9 млн. тенкĕпе танлашать. Ку вăл маларах йышăннă кăтартуран 10,7 процент чухлĕ пысăкрах. Тăкаксен пайĕ 40982,5 млн. тенкĕ пулнă пулсан, халĕ - 11,4 процент ытларах. Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ 499,1 млн.  тенкĕ чухлĕ чакать е, процентпа илес пулсан - 3,2 процент.

 



13 июня 2015
14:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter