Михаил Игнатьев: "Шупашкар районĕнче пурăнакансем ĕçчен, яваплăха туйни куçкĕретех"

Çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнче пурăнакансене пысăк уявпа саламланă, çĕр ĕçченĕсене çитĕнӳсемпе палăрнăшăн чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Уяв Кăçĕн Сĕнтĕрте иртнĕ. «2014 çул ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, уççăнах палăртса калама пулать, эсир хăвăрăн ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлатăр. Шупашкар районĕ малашне те аталанса пыма пысăк тивĕçе çĕнсе илнĕ. Кунта пурăнакансем, çĕр ĕçченĕсем чăннипех те ĕçчен, яваплăха туйни куçкĕретех. Муниципалитет ертӳлĕхне, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсене, пĕр сăмахпа каласан пурне те тав тăватăп. Эсир ялта пурăнакансен пурнăç шайĕ лайăхланса пытăр тесе ырми-канми тăрăшатăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикинчи агропромышленноç тытăмне аталанса пыма кăçалхи çул 2 млрд. 693 млн тенкĕ пăхса хăварнине каланă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 11 процента яхăн ытла пулни курăнать. «Ял хуçалăх таварĕсен хакĕ ытарлă. Паян патшалăхăн пур пулăшăвĕпе те туллин усă курса ĕçлемелле. Пĕтĕмпех мĕн кирли сирĕн алăра. Пирĕн вăй – пĕрлĕхре. Мухтав сире, Шупашкар районĕн çыннисене!», - тесе саламланă Михаил Игнатьев. Патшалăх предпринимательсене те сахал мар пулăшу кӳрет, ялсенче производство вăй илсе пырать, ача сачĕсем çĕкленеççĕ, ĕç ветеранĕ ят илме те  ĕç стажне икĕ çул çурă пĕчĕклетни, социаллă пулăшусемпе тивĕçтерни – çак ĕçсем  лайăх пурнăçа çирĕплетсе параççĕ. Çитĕнӳсемпе палăрнисене уявра патшалăх наградисем парса хисеп тунă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строитель ята «ТАА-Сервис» ТМЯО директорне Анатолий Трифонова панă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учитель ята Мăн Катраç пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта вăй хуракан Николай Белякова парса чысланă. Раççей агропромышленноç комплексне пысăк тӳпе хывнăшăн ылтăн медальпе «Агрофирма «Ольдеевская» АХП генеральнăй директорĕн пулăшуçине Евгений Беликова парса хавхалантарнă. Районĕн пуçлăхĕ Алевтина Исаева тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров Шупашкар районĕн депутачĕсен Пухăвĕн килĕшĕвĕпе ку района аталантарас ĕçре пысăк вăй хунăшăн тата тăван республикăшăн ырми-канми тăрăшнăшăн кунта çуралнса ÿснĕ Михаил Васильевич Игнатьева "Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ"  ята панă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – Чăваш Наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов тата «Чувашпотребсоюз»  Правленийĕн Председателĕ Валерий Павлов районти çĕр ĕçченĕсене çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламланă.   Район администрацийĕн пуçлăхĕ  Георгий Егоров муниципалитет аталанăвĕн çул-йĕрĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Районта çĕрсемпе туллин усă курнине, аш-какай тирпейлес ĕçе ӳстерсе пынине, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе лайăх аталантарнине асăннă. Тĕплĕнрех

 



15 июня 2015
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter