Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планерка ирттернĕ

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Шупашкарта VIII-мĕш экономика форумне хатĕрленсе пурнӑҫланӑ ĕçсем пирки Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн каласа кăтартнă, форум программине çирĕплетнине пĕлтернĕ. Форум пайĕсене йĕркелесе ирттерме ятарлă вырăнсем те хатĕрлесе хунине асăннă. Вĕсем: Наци вулавăшĕ, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ, вĕрентӳ учрежденийĕсем, промышленноç предприятийĕсем. Паянхи кун тĕлне форум ĕçне хутшăнма кăмăл тунӑ 600 çынна регистрациленĕ. Паллă пулăма Раççейри 15 регионтан хăнасем килсе çитме пултараççĕ: Турци, Япони, Франци тата ытти ют çĕршывсенчен те хӑнасем килесси паллă. Чăваш Республикин спорт ми­нистрĕ Сергей Мельников хăйĕн докладĕнче Шупашкарта иртекен Европа чемпионачĕ çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Çăмăл атлетикăпа спорт ăмăртăвĕсем хулара çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕш кунĕччен пыраççĕ. Паллă пулăма хатĕрленсе Шупашкарта пур ĕçе те туллин пурнăçланине палăртнă министр, билетсене сутас ĕç те хĕрӳ пынине каланă. Михаил Игнатьев çакнашкал мероприятисене йĕркелесе ирттерни инвестицисем явăçтарма меллĕ пулнине палӑртнӑ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хăйĕн сăмахĕнче хуçалăхсенче выльăх апачӗ хатĕрлес тапхăр пынине асăннă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, тӗрлӗ формӑллӑ мӗнпур хуçалăхра лару-тăру аван пулнине, аш-какай тирпейлес ĕç, сĕт сăвасси тивĕçлипе пурнăçланса пынине палӑртнă.  Выльăх апачӗ хатӗрлес ĕçе  Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Канаш районĕсенче кирлĕ пек йĕркеленĕ. Кăçал ял хуçалăх тытăмне аталантарма 2 млрд 700 млн. тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Сăмах май, халăхран пуçтаракан сĕт пахалăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма хушнă. «Тепӗр чухне сĕт туянакансен айăпĕпе халăх ĕне шутне чакарни сисĕнет. Енчен те тавар пахалăхӗ лайăх пулсан – унăн хакĕ те юрăхлă пулмалла. Ку ун пек пулмасан, халăх шанми пулать, ĕнесене сутса ярас хăрушлăх та тухса тӑма пултарĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăйсен доклачĕсенче Раççей кунĕ тата «Акатуй» мероприятийӗсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Республикăра Раççей кунĕнче пурĕ 300 мероприяти йĕркелесе ирттернĕ, вĕсене 450 пин çын хутшăнса хӑйсен кӑмӑлне тултарнӑ. Хальлĕхе «Акатуй» уявĕсем Чăваш Енре 12 районта иртнĕ, вĕсенче пурĕ 55 пин çын хутшăннă.   Çак палăртнă мероприятисенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман. Михаил Игнатьев уявсене хутшăннисене пурне те тав тунă. Çамрăксене патриотла воспитани парас ĕç лайăх пурнăçланнине каланă. Çимĕçĕ те куçкĕретех. Канашлура «Кувшинка» микрорайон пирки те сăмах пуçарнă. Кун пирки Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тĕплĕн каласа кăтартнă.  Пĕтĕмĕшле районти халăх вĕсен ыйтăвĕсене татса панипе килĕшет, анчах та урӑхла шухӑшлӑ çынсем те пур. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Кулагин сăлтавсăр суеçтернине кура, ăна ĕненсе çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче вĕсем Мускава икĕ автобуспа çула тухнă пулнă, ăнсăртран вĕсен транспорчĕ ҫӗмӗрӗлнипе вĕсем чарăнса ларнă. Халăха каялла тавăрма «Чăвашавтотранс» пулăшу кӳме шут тытнă. Анчах та ятарлă ушкăн, хăйсем çине пăхтарас тесе, пулăшупа усă курасшăн пулман. Пăтăрмаха вӗсем ҫивӗчлетме шут тытнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов кун пек хăтланнăшӑн йĕркелӳçĕсене ӳпкелесе илнĕ. Суйлав умĕнхи пăтăрмахсем ҫуратма хăтланнă Андрей Кулагин депутат çав тери килĕшӳсӗр ĕç-пуç пуçарнине каланă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, енчен те хӑшӗсем малашне те унччен пурăннă пек пурăнасшăн пулсан, унашкал шутлисене питех ӳкĕте кĕртме тăрăшмалла маррине уççăмлăн палӑртнă. Канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашни тӗлӗшпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



15 июня 2015
16:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter