Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев парламент тулашĕнчи политика партийĕсен представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев  парламент тулашĕнчи политика партийĕсен регионсенчи уйрăмĕсен представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2015 çулта авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхне суйламалли кун пулнине асăннă. «Сăлтавсăр пăтăрмахсем республикăра ан пулччĕр тесессĕн, пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – суйлава тивĕçлĕ, уçăмлă ирттересси. Халăхран чи хакли урăх нимĕн те çук. Чи кирли çакă. Власть халăх валли, халăх тарçи пулса Михаил Игнатьев пиллĕкмĕш çул ĕçлет. Халăх мана шанса панă ĕçе яваплăха туйса тăрăшса ĕçлетĕп. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин мана ĕçлеме шанни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та вăл халлĕхе мана Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ пулма Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Çакăн пек РФ Президенчĕ Владимир Путин йышăну туни малашне тата та вăйлăрах, пысăк яваплăха туйса ĕçлеме хистет», - тесе каланă хăй шухăшне Михаил Игнатьев.  Вăл пухăннисемпе уçă калаçу ирттернĕ, хăнасен ыйтăвĕсем çине кирлĕ пек хуравсем панă.  «Власть органĕсенче тăрăшакансем яланах халăхпа тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ, тĕрлĕ политика партийĕсен ĕçтешĕсемпе те уçăмлăн яланах курнăçаççĕ. Республикăра пурте халăхăн тăнăç пурнăçĕшĕн вăй хурса ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ ыйтусене татса парас тĕлĕшпе яланах эпĕ тĕлпулусем ирттернĕ, пĕрне-пĕри ăнланма тăрăшнă, тĕрлĕ шухăша итлеме, ăна тивĕçлипе татса парас тесе кирлĕ пек мерăсем йышăннă. Эпĕ пуринпе те яланах ăнланса ĕçлеме хатĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Парламент тулашĕнчи политика партийĕсен представителĕсем Михаил Игнатьева çакăн пек уçă калаçушăн тав тунă, мĕн-пур ыйтусене татса пама яланах хатĕр пулнăшăн ырланă. Çывхарса килекен суйлав республикăра саккунпа килĕшӳллĕн тивĕçлĕ тата уçăмлă иртессине шанса каланă. Тĕплĕнрех



16 июня 2015
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter