Михаил Игнатьев Раççей тытăмне Ингуш çĕрĕ хăй ирĕкĕпе кĕнĕренпе 245 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв мероприятине хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнă май, Раççей тытăмне ингуш халăхĕ хăй ирĕкĕпе кĕнĕренпе 245 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв мероприятине хутшăннă.  Сумлă хăнасене Ингуш Республикин Пуçлăхĕ Юнус-Бек Евкуров йыхравланă пулнă. Уяв концерчĕ хыççăн хăнасем ингуш юлташла халăха малашнехи пурнăçра телей, наци килĕшĕвне упрама,  тăнăçлăх, ырлăх-сывлăх суннă. Тĕплĕнрех



16 июня 2015
15:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter