Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн  тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускав хулине кайнă. Унта вăл Федерацин оперативлă штаб тата террора хирĕç кĕрешекен комитетăн (НАК) ларăвĕн ĕçне хутшăннă. Асăннă мероприятине Раççей ФСБ директорĕ, вăлах террора хирĕç кĕрешекен комитет председателĕ Александр Бортников йĕркелесе ертсе пынă.  Ĕçе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕпе полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Тутарстанпа Пушкăртстан Республикисен Пуçлăхĕсем тата ытти тĕрлĕ службăсенчен ятарлă представительсем пуçтарăннă.   Канашлура Атăлçи федераллă округра Пĕтĕм тĕнче шайĕнче ирттерме палăртнă мероприятисенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйту пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче тимлĕхе çухатма юраманни çинчен калаçнă. Комитет председателĕ   Александр Бортников хăйĕн докладĕнче ĕç тăвакан власть органĕсенче тăрăшакансен тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри - халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пулнине каланă.  Пур тытăмра вăй хуракансен те ыйтăва çивĕч тĕрĕслесе тăмаллине асăрхаттарнă. Лару вăхăтĕнче Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 20-21-мĕш кунĕсенче çăмăл атлетикăпа Европа чемпионачĕ иртнĕ вăхăтра хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусем тавра калаçнă. Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикинче паллă пулăма хатĕрленсе пур палăртнă ĕçе те яваплăха туйса пурнăçланине каланă. Нумаях пулмасть «Раççей – спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм Раççейри спорт форумне йĕркелесе ирттернĕ чухнехи пуян опыта тĕпе хурса ĕçсене йĕркелесе ирттернине асăннă.  Спорт мероприятине ун чухне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин  çивĕч тĕрĕслесе  пынă пулнă.  Регионта спорт площадкисем пурте хатĕр пулнине, спортсменсемпе куракансене кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ таран йĕркелесе çитернине палăртса хăварнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев.    Пур хăнасене те хапăл туса кĕтсе илме хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Лару вăхăтĕнче ытти регионсен пуян опычĕсемпе паллашнă, кулленхи пурнăçра усă курма кирлĕ сĕнӳсене шута илме тăрăшнă. Тĕплĕнрех



16 июня 2015
18:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter