Европăн команда чемпионачĕ старт илĕ

Тĕп хуламăрта Европа шайĕнче çăмăл атлетикăпа команда чемпионачĕ пуçланассин шутлă кунĕсем юлчĕç. Республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме пĕтĕм службăсем хатĕр пулни çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан М.Игнатьева ЧР физкультурăпа спорт министрĕ С.Мельников пĕлтернĕ.

Шупашкарта тĕнче шайĕнчи спорт мероприятийĕ иртĕ. Европа шайĕнче çăмăл атлетикăпа иртекен команда чемпионачĕ Раççей историйĕнчи пĕрремĕш спорт мероприятийĕ. Ăна «Олимпийский» стадионта ирттерме палăртнă, кунта пĕр харăсах 15 пин çын вырнаçать. Спортăн 40 тĕсĕпе Европăри Великобритани, Германи, Беларуç, Итали, Испани, Норвеги, Польша, Украина, Финлянди, Франци, Швеци тата Раççей çĕршывĕсенчи пĕрлештернĕ командисем хутшăнĕç. 48 атлет Раççейĕн пĕрлештернĕ командине хÿтĕлĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен 100 ытла представителĕ чемпионат епле иртсе пынипе паллаштарĕ тата ăна тÿрĕ эфирта «Россия 2» телеканалпа пăхма пулĕ.

Спорт мероприятине Шупашкарта Хĕрлĕ лапамра 2015 çулхи июнĕн 19-мĕшĕнче 20.00 сехетре чаплă лару-тăрура уçĕç. Европăн команда чемпионачĕ июнĕн 20-21-мĕшĕсенче иртĕ, ăмăртусем кашни кунах 15.00 сехетре пуçланĕç.



17 июня 2015
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter