Михаил Игнатьев: "Экономикăн никĕсĕ – предпринимательлĕхе аталантарнинче"

«Бизнес-çамрăклăх» проекта хатĕрлекенсем Чăваш Енрен тухнă çамрăк предпринимательсем - Михаил Дашкиевпа Петр Осипов йыхравĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Мускавра «Флакон» дизайн-завод ĕçĕпе паллашнă. Дизайн-завод пултарулăх кластер çине таяннă Мускаври пĕрремĕш объект шутланать.  Кунта вĕренĕве, пултарулăха аталантарас, граждансен активлăхне ӳстерессипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртессипе тăрăшаççĕ. Проектсенчен пĕрне «Бизнес-çамрăклăх» ĕçе пирĕн ентешсем йĕркелесе тăратнă. Пуласлăх пирки калаçу хускатнă май, вĕсем тăван республикăна витĕм кӳме, çамрăксене предпринимательлĕхе явăçтарма тĕрлĕ сĕнӳсемпе пулăшусем пама яланах хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри – вăтам тата пĕчĕк бизнеса, предпинимательлĕхе аталантарма витĕм кӳрсе пырасси пулнине каланă. «Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ – предпринимательсене кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси. Экономика никĕсĕ – предпринимательлĕхе аталантарнинче.  Çынсем яланах ыранхи куна шанса  бизнеса аталантарса пыччĕр», - тесе çирĕппĕн каланă хăй шухăшне Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



17 июня 2015
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter