Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Мускавра Раççейĕн Минпромторг коллегийĕн анлă ларăвĕн ĕçне хутшăннă

 Çĕртме уйăхăн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Мускавра Раççейĕн Минпромторг коллегийĕн анлă ларăвĕн ĕçне хутшăннă. Ларăва пухăннисем 2014 çул ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи çул  тата малашнехи тапхăр валли лартнă тĕллевсемпе паллашнă.  Коллегийĕн ĕçне Раççей Федераци Правительствин Председателĕн Çумĕ Аркадий Дворкович,  Раççей Федераци Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Рогозин, Уçă Правительствăн Министрĕ Михаил Абызов, Раççейри предпринимательсемпе промышленноç секторĕн пĕрлешĕвĕн представителĕсем, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков хутшăннă. Раççей Минпромторг пĕлтĕрхи çулăн ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе, 2015 çулхи тата малашнехи тапхăрсенчи тĕллевсемпе РФ промышленноçпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров тĕплĕн паллаштарнă. Министерство ытларах хăйĕн ĕçĕнче регионсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси çине тимлĕх уйăрнине палăртнă Министр.  Аса илтеретпĕр, 2014 çулта авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче  «Сочи–2014» Пĕтĕм тĕнчери  XIII-мĕш форум ĕçĕнче Михаил Игнатьевпа Денис Мантуров Министр  промышленноçпа суту-илӳ тытăмĕнче тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. Пĕлтĕрхи çул Чăваш Енре макроэкономика кăтартăвĕ пĕр шай лайăх аталанса пынă. Кăтартусем те куçкĕретех. Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче республика промышленноçа аталантарассин кăтартăвĕпе 4-мĕш вырăна тухнă. Республикăра малта пыракан предприятисем: «ЭЛАРА» АУП, «Гален» ТМЯО пуçласа пысăк технологиллĕ «ТехУспех» компанине кĕме пултарнă. Чăваш Енри   «Ангио Лаб» компани Раççейри чи ăнăçлă ТОП-50  СТАРТаповсен хисепне кĕнĕ, рейтингра пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.  Республикăра çулсерен таварсен калăпăшне ӳстерсе пыракан организацисен хисепĕ вăй илсе пырать. Енчен те вĕсем 2010 çулта 23 предприяти çеç пулнă пулсан, халĕ вара вĕсен хисепĕ 32 çитнĕ. Производствăсене уçнă май, çĕнĕ инвестици проекчĕсене те пурнăçа кĕртсе пыма кирлĕ пек условисем йĕркеленеççĕ. Федераци хыснинчен промышленноçа аталантарма  650 млн. ытла укçа-тенкĕ куçарса панă. Чăваш Ен Правительстви экономикăна аталантарма тĕрĕс çул-йĕр тытса пырать, предприятисене вăй илме витĕм кӳрет. 2014 çулта тĕрлĕ проектсене пурнăçа кĕртме патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕпе усă курма майсем йĕркелесе панă. Проектсен хакĕ пурĕ 1 млрд.тенкĕрен те иртсе кайнă пулнă. Ĕçе пурнăçланине кура, çынсене валли çĕнĕ  450 ĕç вырăнĕсем хатĕрленнĕ. Раççей Федераци субъекчĕсенче инновацине аталантарассин рейтинг кăтартăвĕнче малта пыракансем: Мускав, Тутарстан Республики,  Санкт- Петербург, Чăваш Республики кĕнĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, экономикăн пĕтĕм пайне илсен те пĕр тан лайăх аталанса пыни куçкĕретех. Импорта ылмаштарас тĕллевпе Раççейре калăпланса тухакан таварсем те пахалăх енчен ӳссе пыни, ют çĕршывра калăпланса тухакансенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманни, тепре чухне лайăхрах та пулни пурне те савăнтарать. Тĕплĕнрех



18 июня 2015
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter