Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Чувашрессовпроф» председателĕпе Анатолий Коршуновпа тĕл пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Чувашрессовпроф» председателĕпе Анатолий Коршуновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Республикинче ĕç укçин чи пĕчĕк виçи пирки ĕç хутне виçĕ енлĕн алă пусса çирĕплетни пирки сӳтсе явнă. Килĕшӳ Чăваш Республикинче пĕр çынăн вăтамран уйăхне пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçи ӳсме пултарать.    Палăртнă чи пĕчĕк укçа виçин республика территорийĕнче вырнаçнă предприятисемпе организацисенче те пĕр шай пулмалла. Уйрăм федераци хыснинчен ĕç укçине илекен организацисем çеç ку виçепе пĕр пек мар пулĕç.  Çакнашкал ĕç хучĕ малашнехи пурнăçра ĕçпе тивĕçтерекенсен хăйсен предприятийĕсемпе организацийĕсенче ĕçĕн пахалăхне тата та лайăхлатса, эффективлăха ӳстерсе пыма тивĕ. Анатолий Коршунов çакăн пек Килĕшӳ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе пурнăçланса пынине асăннă, куншăн ăна тав сăмахĕ каланă. Хальхи тапхăрта, тĕнчери çăмăлах мар лару-тăрура организацисемпе предприятисенче хăйне евĕр йывăрлăхсем пур. Кун пирки ĕçлекенсем власть тытăмĕнче тăрăшакансемпе ирттернĕ тĕлпулусенче пĕр хуччен çеç мар сăмах пуçарнă. «Хăвăртрах кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварассишĕн тăрăшмалла, финанс йывăрлăхĕпе пĕччене пăрахса хăвармалла мар çынсене», - тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене  вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев.  Республикăра ку енĕпе ятарлă программăсем те йышăннă. Сахал тупăшлă çемьесене пулăшу кӳрес тĕлĕшпе, республика хыснинче ятарласа субсидипе тивĕçтерме укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Михаил Игнатьев халăхăн ыйтăвĕсем çине хăвăрт хуравсем пама каланă, вĕсен йывăрлăхĕсене вăхăтра татса парассишĕн пурин те хар тăрса ĕçлемеллине асăннă. «Чăваш Енĕн чăн пуянлăхĕ - халăх. Эпир пурсăмăр та халăхăн тăнăç пурнăçĕшĕн тăрăшатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Çакăн пек Килĕшĕве  йышăниччен чи малтан, эпир экономикăн çыншăн ĕçлемеллине лайăх ăнланнă. Çак йышăнăва пурнăçа кĕртсен халăхăн ĕç укçин виçи хăпарĕ. Пире ăнланнăшăн, пысăк тав Сире», - тесе каланă Михаил Игнатьев «Чувашрессовпроф» председательне Анатолий Коршунова. Тĕплĕнрех

 



18 июня 2015
13:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter