Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Медицина ĕçченĕсен кунне халалласа уяв иртнĕ

Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Медицина ĕçченĕсен кунне халалласа уяв мероприятийĕ иртнĕ. Паллă пулăма Чăваш Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков хутшăннă. Михаил Игнатьев медицина ĕçченĕсене саламланă май çапла каланă: «Врач, медицина сестрин профессийĕ чун туртăмĕпе çыхăннине час-часах палăртаççĕ. Ку чăнласах çапла. Урăх нихăш професси те çынна çапла чуна парса ĕçлеме, кирек хăш вăхăтра та ыттисене пулăшмашкăн ялан хатĕр пулма хистемест. Сирĕн пек çынсем кăна, ыттисен ыратăвне çывăха илекенсем, куллен профессире паттăрлăх кăтартма пултараççĕ. Чăваш Енре медпулăшу кӳмелли хăватлă инфратытăм йĕркеленнĕ. Çавна май Чăваш Енре çынсен вăтам пурнăç тăршшĕ паян 71 çул патнелле çывхарать. Нумай çул пурăнакансен йышĕ юлашки çулсенче 18,5 процент таран ӳсрĕ. Кăçал ялсенче çĕнĕ йышши 100 фельдшер-акушер пункчĕн строительствин программине вĕçлетпĕр. Пысăк технологиллĕ медицина аталанать. Эпир çапла çине тăрса ĕçленин кăтартăвĕ - республикăра пурăнакансен пысăк пайĕ пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕпе кăмăллă пулни» - тенĕ Михаил Игнатьев. Республикăра пурăнакансем спорта кăмăл туни пурне те савăнтарать. Алла Самойлова министр ĕçтешсене саламланă май, республика ертӳлĕхне медицина çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. Уявра пухăннисене  ĕçре хастаррисене Михаил Игнатьев патшалăх наградисене парса хисеп тунă. Тĕплĕнрех



18 июня 2015
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter