Михаил Игнатьев: "Пĕр тан лайăх аталанса пыни – çемье тăнăçлăхĕ, кашни çыннăн ырлăхĕ"

Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Культура çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма кандидатсем тăратма малтанласа ирттерекен партин шалти сасӑлавне хутшăнакан кандидатсемпе тӗл пулнӑ. Асăннă мероприятие Чăваш Енри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн виçĕ районти: Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне тӑрӑхĕсенчи парти уйрăмĕсен сасӑлавҫисем хутшӑннӑ.  Тĕл пулăва уçнă май «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма «Пĕрлĕхрĕ Раççей» политика партийĕнчен 8 çын хăйсен кандидатурине тăратнине пӗлтернӗ. Хальлĕхе вĕсенчен тӗл пулӑва улттăшĕ килнине палӑртнӑ. Вĕсем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева,  Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, Афганистан вăрçин инваличĕсен пĕрлешĕвĕн обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Геннадий Матвеев, «Дентамед» ТМЯО тĕп врачĕ Юрий Зорин, «Базис» ТМЯО управляющийĕ Алексей Львов. Çак çынсем пурте «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕсем. Каярах кандидатсем хӑйсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма суйлас пулсан пурнӑҫлама  хатӗрленекен программисемпе паллаштарнă. Михаил Игнатьев хăйĕн программи пирки тĕплĕ каласа кăтартнă. «Юлашки çулсенче социаллă тытăмра, экономикăра пысăк çитĕнӳсем туса пыни куçкĕретех. Хамăр çине илнĕ пур ĕçе те туллин тата кирлĕ пек пурнăçлатпăр. Экономика лару-тăрăвĕ çăмăлах мар пулин те, 2015 çулта сахал тупăшлă çемьесене пулăшас тĕллевпе, субсидисемпе тивĕçтерме бюджетри укçа-тенкӗ виçине 20 процента çити пысӑклатнă. Çак çитĕнӳсенче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн депутачĕсен витĕмĕ те пур. Ветерансене пулăшу пама лайӑх условисем йĕркеленĕ. Ҫирӗплетнӗ ĕç стажне пĕчĕклетни «Ĕç ветеранĕ» ята илессине çăмăллатрĕ. Вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕ, строительствăна аталантарасси, ача сачĕсене хута ярасси, автомобиль çулĕсем сарасси лайăх пурнăçланса пыраççĕ.  Ял тăрăхĕсенче çынсене пурăнма лайӑх условисем йĕр­келенеççĕ», - тенĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн программинче çынна кирлĕ пек аталанма условисем туса парасси тӗп вырӑнта тӑнине асăннă. Çемье, общество пуянлăхне упраса хăварасси те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине каланă. «Инвестицине çынна хывни пысăк тухăç парать. Хамăрăн чи вăйлă енсене малалла та сыхласа хăварăпăр. Чăваш Ен ырлăхĕшĕн пурте ырми-канми тăрăшса пĕрле ĕçлĕпĕр», - хăйĕн шухăшне уçăмлăн палӑртнӑ Михаил  Игнатьев. Кандидатсем тухса калаçнă хыççăн суйлавçăсен ыйтăвĕсем çине хуравланӑ. Етĕрне районĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, вăлах районти предпринимательсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Андрей Лукин экономикăна инвестици хывас ыйтăва ҫӗкленӗ. Михаил Игнатьев унăн ыйтăвне çапла хуравланă: «Чăваш Ен инвестицисем явăçтармалли илĕртӳллĕ регион. 2011 çултан пуçласа республикăра 100 ытла пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчӗсене пурнӑҫланă. Республика экономикине 130 млрд. тенкĕ хывнă. Кăçал Çĕнĕ Шупашкар хулинче «Хĕвел» тулли мар яваплӑ обществӑн завочӗ хута кайнă. Юлашки çулсенче республикăна инвестици тулашран, çав шутра чикĕ леш енчи 5 компанирен, чылай килнĕрен ĕç вырăнĕ нумай йĕркеленĕ. Эпĕ тин çеç ĕçлеме пуçланӑ тапхӑрта ветерансем мана республикăра завод­­сем çĕклесе лартмалла тесе тӑтӑшах калатчĕç. Юлашки çулсенче пысăк технологиллĕ произ­водствăсем хута кайни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Суту-илӳ центрĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленсе пыраççĕ. Çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем сахал мар йӗркеленеççĕ», - тенӗ ыйтăва хуравланă май Михаил Игнатьев. «ИНТЕХС» ТМЯО генеральнăй директорĕ Альберт Иванов халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва хускатнă, ĕç укçи пирки те сăмах пуçарнă. Михаил Игнатьев унăн ыйтăвне тӳрремĕнех çапла хурав панă: «Çамрăксене çĕре юратма вĕрентмелле. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма тăрăшмалла. Яваплăхран хăраман çынсене пулăшу кӳмелле, вĕсене хăйсен тавра курăмне аталантарса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе памалла». Хальхи саманара ял хуçалăх таварĕсене тирпейлессипе ытларах ĕçлемеллине палăртнă. Сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусене хуравланă май Михаил Игнатьев кăçал республикăра 100 ФАП хута ямалли программа туллин пурнăçа кĕнине асăннă. Юлашки çулсенче пурнӑҫ тӑршшӗ, нумай ачаллă çемьесен шучĕ ӳссе пыни пурне те савăнтарать. Юлашкинчен пухăннисем кандидатсемшĕн вăрттăн сасăланă. Пурĕ суйлава 198 çын хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев кандидатуришĕн 181 çын сасăланă, ку вӑл процентпа палӑртас пулсан 91,4 %. Михаил Игнатьев  хăйне шаннăшăн, хисепленĕшĕн пухӑннисене чун-чĕререн тав тунă. «Эпир РФ Президенчĕ  Владимир Владимирович Путин  пирĕн ума лартнă ыйтусене эффективлă татса паратпăр. Çĕршывра лару-тăру çăмăлах мар, çавăнпа та тăнăçлăхпа стабильлĕхе упраса хăварассишĕн пирĕн пурин те кар тăрса ĕçлемелле.  Пĕр тан лайăх аталанса пыни – çемье тăнăçлăхĕ, кашни çыннăн ырлăхĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне кандидата тăратма  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Регионти уйрăмĕн XXII-мĕш конференцийĕ çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртет.   Раççей Президенчĕ Владимир Путин июнĕн 9-мĕшĕнче хăйĕн отставкине йышăнни, хăйне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама уйăрса лартни çинчен пĕлтернĕ май Михаил Васильевич Владимир Владимировича çак шанăçшăн тепĕр хут тав тунă. "Эпĕ хама отставкăна яма ыйтнăччĕ, - тенĕ вăл. - Республика Пуçлăхĕн должноçĕшĕн кĕрешме суйлава хутшăнмашкăн манăн Раççей Президенчĕ хама шаннине, вăл манăн халичченхи ĕçе ырланине пĕлмеллеччĕ..." Указ вара, унăн шухăшĕпе, шăпах çакна çирĕплетет, çавна май Михаил Игнатьев татăклăн палăртнă: "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партирен хамăн кандидатурăна тăрататăп. Паллах, ку - пысăк яваплăх. Халăхшăн уççăн, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлĕп". "Вăхăтлăх пурнăçлаканăн" статусĕ вара нимĕн те улăштармасть: республика Пуçлăхĕ, Правительство халиччен мĕнле ĕçленĕ - малашне те çавнашкал йӗркепех ĕçлет. "Пирĕн умра пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç нумай. Республика ертӳлĕхĕ çитес суйлава уççăн, конкурентлăх никĕсĕ çинче йĕркелессине шантаратăп", - тенĕ Михаил Васильевич. Тĕплĕнрех

 



19 июня 2015
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter