Правительство çуртĕнче Европа шайĕнче çăмăл атлетикăпа команда чемпионачĕн официаллă пресс-конференцийĕ иртнĕ

Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта  Правительство çуртĕнче Европа шайĕнче çăмăл атлетикăпа команда чемпионачĕн официаллă пресс-конференцийĕ иртнĕ. Ют çĕршывран тата хамăрăн çĕршывран килнĕ МИХсенче ĕçлекен журналистсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан  Михаил Игнатьев, Европăн çăмăл атлетика ассоциацийĕн президенчĕ  Свен Арне Хансен, Европăн çăмăл атлетика ассоциацийĕн генеральнăй директорĕ Кристиан Милц, Европăн çăмăл атлетика ассоциацийĕнче МИХсемпе ĕçлекен координатор Джеймс Маллиган, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕн ĕçне пурнăçлакан Вадим Зеличенок, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн генеральнăй секретарĕ, вăлах йĕркелӳ комитечĕн исполнительнăй директорĕ Михаил Бутов тĕл пулнă. Пресс-конференцине пухăннисем Суперлига çăмăл атлетика Европа чемпионачĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Михаил Игнатьев чăваш çĕрне килсе çитнĕ сумлă хăнасене саламланă, Европăн çăмăл атлетика ассоциацийĕн ĕçтешĕсене тав сăмахĕсем каланă. Çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятине Чăваш Енре ирттернишĕн республикăри халăх ячĕпе чунтан тав тунă. «Европа чемпионачĕ пуçласа Раççейре иртет. Ăна Чăваш Республикинче - Шупашкарта ирттерме хисепе çĕнсе илни пире тата та ытларах  ĕçлеме хавхалантарать. Европа шайĕнче çăмăл атлетикăпа иртекен команда чемпионачĕ Раççей историйĕнчи пĕрремĕш спорт мероприятийĕ. Çакăн пек йышăнăва ăнсăртран мар тивĕçнĕ. Пирĕн спортсменсем Раççей тата ытти халăхсем хушшинче ирттерекен спорт ăмăртăвĕсенче мала тухни çĕнтерĕве çирĕплетет. Журналистсен ыйтăвĕсене спортсменсем хуравланă. Вĕсем: чемпионатра хутшăнакансем - Екатерина Конева, Сергей Шубенков Раççей спортсменĕсем - тĕнче шайĕнче хисепе тивĕçнисем,  Кристина Шваниц Германирен,  Дина Ашер-Смит Великобританирен, Томаш Маевски Польшăран. Тĕплĕнрех   



19 июня 2015
15:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter