Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Республика кунне хатĕрленсе йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ

 Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Республика кунне хатĕрленсе йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин Шупашкарта VIII-мĕш экономика форумне хатĕрленсе тăратнă ĕçсем пирки чарăнса тăнă. Вăл вăхăтра регионта тĕрлĕ куравсем ĕçлесси çинчен пĕлтернĕ. Форума хутшăнма кăмăл тăвакансем 800 ытла çын пулнине каланă. Малтанласа палăртса хунă тăрăх, 19 регионтан 150 ытла организаципе предприяти уява килме заявкăсем панă. Ют çĕршывсенчен те килес текенсем пур, вĕсен хисепĕ те 40 çынна çитнĕ. Фейерверксен фестивалĕнче Чăваш Енрен, Болгаринчен, Мускавпа Беларусь Республикинчен  тата ытти хуласемпе республикăсенчен паллă организацисенчен хăнасем килме шут тытнă.  Вăл кун хулара Акатуй, Наукăпа практика конференцийĕсем пулĕç. Халăх йăла-йĕркипе çыхăннă куравсем чылай пуçтарса тăратма хатĕрленнĕ. Ал ĕç ăстисен, чăваш тĕррине тĕрлекесен ятарлă куравĕ те пулĕ. Чăваш Республикин Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков уява килекенсене валли чаплă программа пулассине шантарса каланă.  Хулара пурăнакансене валли чи сумлă парне, велосипед çулĕ хута кайни. Пĕр сăмахпа каласан пур услови те çынсене валли хулара пур. Республика кунне Канаш районĕнче те ирттерме кăçал йышăнса хăварнă. Çавна май, Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов уява хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки каласа кăтартнă. Михаил Игнатьев уявсенче хăрушсăрлăх ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрма, пур çĕрте те асăрхануллă пулма,  мероприятисене чи çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерме хушнă. Тĕплĕнрех



19 июня 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter