Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Сирĕн професси уявĕ - сире пархатарлă ĕçĕршĕн ырă сăмахсем каламалли тата тав тумалли питĕ меллĕ сăлтав.

Врач, медицина сестрин профессийĕ чун туртăмĕпе çыхăннине час-часах палăртаççĕ. Ку чăнласах çапла. Урăх нихăш професси те çынна çапла чуна парса ĕçлеме, кирек хăш вăхăтра та ыттисене пулăшмашкăн ялан хатĕр пулма хистемест.

Сирĕн пек çынсем кăна, ыттисен ыратăвне çывăха илекенсем, куллен профессире паттăрлăх кăтартма пултараççĕ.

Чăваш Енре медпулăшу кÿмелли хăватлă инфратытăм йĕркеленнĕ. Çавна май Чăваш Енре çынсен вăтам пурнăç тăршшĕ паян 71 çул патнелле çывхарать. Нумай çул пурăнакансен йышĕ юлашки çулсенче 18,5 процент таран ÿсрĕ.  

Кăçал ялсенче çĕнĕ йышши 100 фельдшер-акушер пункчĕн строительствин программине вĕçлетпĕр. Пысăк технологиллĕ медицина аталанать. Республикăра ача çуратмалли мĕнпур çурта, çавăн пекех кашни иккĕмĕш сиплев учрежденине юсанă. Халĕ Шупашкарти онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕ çĕкленет, кĕçех медицинăн пысăк технологийĕсене тĕпе хуракан ытти объект та хута кайĕ. Эпир çапла çине тăрса ĕçленин кăтартăвĕ - республикăра пурăнакансен пысăк пайĕ пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕпе кăмăллă пулни!

"Ăслă пурăнсан имçам та кирлĕ мар", - теççĕ халăхра. Пирĕн республика Раççейре пуçласа "сывлăх профильне" хатĕрлесе ăна пурнăçлама пуçларĕ. Халĕ сывлăх сыхлавĕнчи çак çул-йĕре мĕнпур муниципалитетра пурнăçа кĕртетпĕр, унпа ытти регион та усă курать. Чăваш Ен «сывлăх территорийĕ»!    

Çак уявра медицина ветеранĕсене, хăйсен пĕтĕм вăйне сывлăх сыхлавне панăскерсене, çамрăксене вĕрентсе пыракансене уйрăмах тав тăватăп.

Хаклă туссем! Эпир малашне те сывлăх сыхлавне, ача амăшĕн тата ачалăх хÿтлĕхне аталантарас енĕпе тимлĕ пулăпăр. Анчах чи кирли - сирĕн ырми-канми ĕçĕр усă пани, çынсене савăнăç тата сывлăх кÿни.

Медицинăн мĕнпур ĕçченне телей, ырлăх, вĕсен çăмăл мар, анчах питех те пархатарлă ĕçĕнче ăнăçусем тата, паллах, çирĕп сывлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан                М.ИГНАТЬЕВ



19 июня 2015
10:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter