Михаил Игнатьев Европăн çăмăл атлетика ассоциацийĕн Президенчĕпе Свейн Арне Хансенпа тĕл пулнă

 Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Европăн çăмăл атлетика ассоциацийĕн Президенчĕпе Свейн Арне Хансенпа тĕл пулнă. Сумлă хăна Шупашкара Европа чемпионатне килсе çитнĕ. Тĕлпулăва Европăн çăмăл атлетика ассоциацийĕн генеральнăй директорĕ Кристиан Милц,  Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика  федерацийĕн президенчĕн ĕçĕсене пурнăçлакан  Вадим Зеличенок, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн генеральнăй секретарĕ – Европа чемпионачĕн директор ĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Бутов хутшăннă. Михаил Игнатьев Хансен господина  Европăри çăмăл атлетика ассоциацийĕн Президенчĕ пулма суйланнăшăн саламланă, çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ Европа чемпионатне Чăваш Республикинче ирттернĕшĕн тав тунă. «Пĕр енчен калас пулсан, спорт мероприятийĕсем пысăк яваплăха туйса ĕçлеме хистеççĕ, тепĕр енчен калас пулсан, Президента, спортсменсене кĕтсе илме эпир питĕ хавас. Вĕсем пирĕн региона килни пире мăнаçлантарать, хавхалантарать. Малалла ăнтăлма вăй-хăват кӳрет. Çăмăл атлетика спорт коралеви. Атăл тăрăхĕнче вырнаçнă халăхшăн чи юратнă спорт тĕсĕ пулса тăчĕ», - тесе каланă вăл. Пĕтĕм вăя пĕрлештерекенни вăл спорт.  Спорта пула пирĕн чĕресем тата та пĕр-пĕрин патне çывăхрах пулаççĕ.    Европăн çăмăл атлетика ассоциацийĕн Президенчĕ Михаил Игнатьева хăнасене тарават кĕтсе илме пĕлнĕшĕн чун-чĕререн тав тунă, чăваш халăхĕ ăш-пиллĕ пулнăшăн ырланă. «Эпир, чăннипех те Чăваш Енре пулнăшăн савăнатпăр. Çак палăртнă мероприятисене Эсир çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттересси пирки пĕрре те иккĕленмен. Сире пурте яланах шанаççĕ. Эсир ĕçлеме пĕлни куçкĕретех», - тенĕ сумлă хăна. Хăнасене кĕтсе илес ĕç те пысăк шайра пулса пырать. Ăмăртусем пурне те савăк-кăмăл туйăм парнелессе шанатпăр. Сирĕн кунта пĕтĕмпех йĕркеллĕ, атмосфера çав тери лайăх.  Волонтерсем кирлĕ пек ĕçлеççĕ, кашни çын хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлани те питĕ паха», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ  господин Хансен.  «Пирĕншĕн тата чи кирли, çав тери пысăк пĕлтерĕшли – Эсир, хăвăр та спорта кăмăллани, хавас пулни. Манăн регионсен пур пуçлăхĕсене те Сирĕн пек спортпа туслă пулма сĕнес килет. Эпĕ сахал мар паллă политиксемпе тĕл пулса калаçатăп, анчах та нумайăшĕ вĕсем ахаль сăмахсем каласа кăна шантараççĕ, ĕçĕсем пурин те кирлĕ пек пулса пыманни сисĕнет. Эсир вара, вĕсемпе танлаштарсан тĕслĕх вырăнĕнче. Сирĕн ĕçсем пуриншĕн те куç умĕнче», - тесе тепĕр хут çирĕплетсе каланă хăй шухăшне господин  Хансен. Тĕплĕнрех



19 июня 2015
15:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter