Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалла

Тунтикун  Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке чрезвычайлă лару-тăрăва хирĕçлессипе тата пушар хăрушсăрлăхĕшĕн тимлессипе ĕçлекен комисси ларăвне хутшăннă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин ертсе пынă.

Надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов пĕлтернĕ тăрăх районта вут-кăвар тухасси ỹснĕ. "Пилĕк уйăхра кăçал "хĕрлĕ автан" пилĕк хут (2014 çулта - 4 пушар) алхаснă район территорийĕнчи хуралтăсенче.

Ку темăпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем _ Николай Васильев (Çĕнĕ Пуянкасси), Петр Захаров (Тушкил), Василий Козлов (Элпуç), Геннадий Иванов (Тĕмер) тухса калаçнă.

Вут-кăвар тухас пулсан, шыв ăçтан илнине тĕрĕсленипе Тăвайри пушар чаçĕн начальникĕ Николай Павлов паллаштарнă. Тĕрĕслевре çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă.

Çуллахи вăхăтра юхан шывсемпе пĕвесенче, кỹлĕсенче шыва кĕнĕ чухне пурнăç хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма кирли пирки районти ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ Валерий Исаев тухса калаçнă.

А.ИВАНОВА.



02 июня 2015
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter