Акатуя лайăх ирттермелле

Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче район администрацийĕнче кăçалхи улттăмĕш анлă лару иртнĕ.

Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн пайĕсен, ĕç тăвакан органсен районти уйрăмĕсен, организацисемпе предприятисен ертỹçисем хутшăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ака уйăхĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.

"Акатуй-2015" уява районта ирттериччен 11 кун кăна юлчĕ, ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелессишĕн пирĕн пурин те харпăр хăй тỹпине хывмалла", - тенĕ Владимир Алексеевич. Спорткомплекс территорине, Тăвайри урамсене тирпей-илем кĕртес енĕпе çак кунсенче кашни çыннăн активлă пулмалла.

Районта çураки вĕçленни, анчах ĕçлесе хатĕрлемен çĕрсем нумай юлни пирки палăртнă район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин.

Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш тата тăваттăмĕш кунĕсенче вунпĕрмĕшсем - математикăпа, тăххăрмĕшсем вырăс чĕлхипе тĕрĕслев витĕр тухаççĕ. Шкулсен çумĕсенчи лагерьсем хăйсен алăкĕсене уçаççĕ ку уйăхра. "Тăвай енри вĕренỹ учрежденийĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - ачасен çуллахи канăвне лайăх йĕркелесси", - тесе пĕлтернĕ вĕренỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов.

Хальхи вăхăтра Тăвай ялĕнчи Ленин урамĕнче вырнаçнă 50-мĕш номерлĕ çуртра харпăр хăй газпа хутса ăшăтмалла тăвас енĕпе ĕçлеççĕ.

Полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Борис Борисов, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов, Тăвайри больницăн тĕп врачăн çумĕ Татьяна Игнатьева харпăр хăй коллективĕсен ĕçĕсемпе паллаштарнă.

Пĕлтернĕ информацисем хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ответлă çынсене "Акатуй-2015" уява кĕтсе илме хатĕрленессипе юлнă кунсенче тимлĕх ытларах уйăрма сĕннĕ.

Г.ЕГОРОВА. (Тăвай районĕ)



02 июня 2015
10:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter