Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Ахазова урамĕнчи 5-мĕш çуртри юсав ĕçĕсемпе паллашнă

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Шупашкарти Ахазова урамĕнчи 5-мĕш çурт шăпипе паллашнă. Çак объект нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттермелли республика программине кĕрсе юлнă. Пуçлăхпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, республикăри нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе ĕçлекен фондăн генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова пулнă. 9 хутлă нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурта 1981 çулта хăпартса лартнă, кунта 128 хваттер вырнаçнă. 2013 çулта объектра ăшăтмалли системăсене, шывпа çыхăннă тытăмсене пĕтĕмпех тĕпрен юсанă,  3,9 млн. тенкĕлĕх тăкакланнă. 2015 çулта «Карачаровский механический завод» АУП çуртсене тĕпрен юсав ĕçне йĕркелесе ирттерме конкурсра çĕнсе илнĕ. Вĕсем çуртри лифтсене тирпейлессипе тимлеççĕ.  Пĕтĕмĕшле ĕçе 4 млн. тенкĕ тесе хакланă. Çынсем кăçал тата пĕлтĕр пурĕ 113,6 пин пухнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев çулталăк çурă хушшинче çуртăн сăн-сăпачĕ куç умĕнчех ырă енне улшăннине асăннă. «Тавлашусем те çук мар, халăх укçана пуçтарасшăн мар. Программа лайăх ĕçлет. Ытларах çынсемпе ăнлантару ĕçне йĕркелемелле, халăх ĕçе лайăх ăнлансан, пĕр сăмахсăрах пурнăçлама тăрăшать, пухăнакан укçа хăйсемшĕнех усăллă. 2014-2015 çулсенче 245 млн. тенкĕлĕх çурт-йĕрсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме палăртса хунă. Апла пулсан,  республикăра пурăнакан 19507 çын хăйсен савăнăçне ыттисене каласа пама пултарĕç», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



02 июня 2015
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter