Акатуй чăваш халăхĕн тĕп наци уявĕсенчен пĕри

Акатуй чăваш халăхĕн тĕп наци уявĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ăна çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа ирттереççĕ. Акатуя хатĕрленессипе ятарлă комиссин ларăвĕ иртнĕ. Районта "Акатуй-2015" ĕçпе юрă тата спорт уявне июнĕн 12-мĕшĕнче спорт комплексĕн территорийĕнче йĕркелеççĕ. 11 сехетре пуçланать. Хальхи вăхăтра уява пур енлĕн хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ. Праçникре, малтанхи савăнăçлă пайсăр пуçне, йăлана кĕнĕ тăрăх, ĕçченсене чыслĕç, унта хăнасем, суту-илỹ, тĕрлĕ вăйăсемпе ăмăртусем, ача-пăча аттракционĕсем, тата, паллах, ташă-юрă пулĕç. (Тăвай районĕ)

(Хамăр инф).



02 июня 2015
10:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter