Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулнă

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун Шупашкарта Ачасен реабилитаци центрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă. Пуçлăх центр ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă. Сусăр ачасене сиплессипе кунта тăрăшса ĕçленине, вĕт-шакăрсене валли кирлĕ пек пур услови те хатĕрленине асăрханă. Чирлĕ ачасене мĕн пĕчĕкренех сиплени куçкĕретех. Хыççăн пухăннисемпе çавра сĕтел мелĕпе калаçу ирттернĕ. Тĕл пулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, Шупашкар хула Пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева хутшăннă. Пухăннă çынсене Михаил Игнатьев çутă та илемлĕ Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери паллă кунпа саламланă. «Ачасем пирĕн пуянлăх, савăнăç тата телей. Эпир, ашшĕ-амăшĕсем вĕсемшĕн яланах тăрăшатпăр. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине ăша хывса пыма вĕрентетпĕр.Тӳрĕ кăмăллă, таса чунлă пулччĕр тесе ăс паратпăр. Ĕçе юратма, аслисене хисеплеме, çĕршывшăн тивĕçлĕ гражданĕсем пулса ӳсччĕр тесе вăй хуратпăр», - хăй шухăшне палăртса каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, регионта нумай ачаллă çемьесене пулăшассипе патшалăх сахал мар пулăшу кӳнине асăннă. Амӑшлӑхӗпе ачалӑха пулӑшасси, ача амӑшӗпе пепкене сыхласси, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси – Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн социаллӑ политикин тӗп тӗллевӗсем. Ҫӗнӗ ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫамрӑк ҫемьесем хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас енӗпе патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫеҫҫӗ, нумай ачаллӑ ҫемьесем валли пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума е хушма хуҫалӑх тытма тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса парасси, амӑшӗн капиталӗ, виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан паракан пособи евӗр хушма социаллӑ пулӑшу мерисем тата патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти тӗсӗсене палӑртакан программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ. «Таймапуç, сире  нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсем. Йышлă çемьере ачасем яваплăха туйса çитĕнеççĕ. Хамранах лайăх пĕлетĕп. Пирĕн атте-аннен те сакăр ача пулнă. Малашне пурсăмăрăн та ача çураласлăх политикăна тĕпе хурса пурăнмалла», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Каярах уçă калаçу пулса иртнĕ, пухăннисем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илнĕ. Пур ыйтăва та Михаил Игнатьев тивĕçлĕ хуравланă. Çĕршывра çăмăлах мар лару-тăру вăхăтĕнче пирĕн экономика аван аталанса пынине, социаллă инфратытăм çирĕп ура çинче тăнине палăртса хăварнă регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



02 июня 2015
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter