«ЮТэйр» компани Мускавран Шупашкара çĕнĕ рейс уçнă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЮТэйр» компани Шупашкар-Мускав  куллен çӳретекен авиарейса торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Мероприятине Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Филиппов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Раççей Геройĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ, «ЮТэйр» компанийĕн директорĕ Николай Гаврилов килсе çитнĕ. Презентацине уçнă май, Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов хăйĕн сăмахĕнче 2014 çулта Шупашкар аэропортчĕ 1,5 хут ытларах пассажирсене тивĕçтернине каланă. Кăтарту тата та маларах çулхипе танлаштарсан самай нумай пулни паха. Кăçал Анталине вĕçме çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче çĕнĕрен рейс хута янă. Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнчен Санкт-Петербурга маршрут уçнă.  РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округпа  полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич йĕркелесе пыракан льготăллă ятарлă проектсене  аэропорт хутшăннине аса илнĕ. Палăртнă проектпа килĕшӳллĕн Шупашкартан Самарăна, Уфана эрнере виçĕ хутчен самолетсем вĕçеççĕ. «ЮТэйр» компанийĕн директорĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ  Николай Гаврилов  компанийĕн ĕçĕпе паллаштарнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх политикин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри, регионсем хушшинче халăха илсе çӳретмелли транспортсене анлăрах сарасси пулнине асăннă. Çак йышăну çуллахи кану вăхăтĕнче халăхшăн питĕ вырăнлă пулнине каланă Пуçлăх. «Халăх тĕрлĕ кану вырăнĕсене хăвăртрах çитме пултартăр тесе, çынсем ыйтнине кура, хушма рейс уçнă. Пассажирсене валли питĕ ансат расписани хатĕрленĕ. Çакăн пек шăрăх çанталăксенче уйрăмах кун пек йĕрке питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Шупашкар аэропортчĕ паянхи пурнăç таппипе тӳр килет. Пĕр сăмахпа каласан çынсене валли пур услови те çителĕклĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакăн пек транспортсем çынсемшĕн питĕ лайăх, вĕсен хаклă вăхăтне упрама май панине, хăрушсăрлăх енчен те аван пулнине асăннă. «ЮТэйр» компани пуçласа Мускавран Шупашкара çĕнĕ рейс уçать. Самолетсем кашни кунах вĕçĕç, вырсарни кун вара канмалли пулĕ. ATR 72 самолет çинче харăсах 70 çын вырнаçмалăх вырăн пур. Билет хакĕсем 1990 пуçласа 10475 тенкĕпе танлашаççĕ. Тĕплĕнрех 



02 июня 2015
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter