Чăваш Республикин çĕнĕ прокурорĕ Сергей Легостаев

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев Чăваш Республикин çĕнĕ прокурорĕпе Сергей Легостаевпа паллаштарнă. Сергей Зайцев хăйĕн сăмахĕнче Сергей Легостаев пысăк опытлă ĕçтеш пулнине асăннă. Пысăк тавра-курăмлă, ăста профессионал, яваплăха туйса ĕçлекен çирĕп прокурор пулнине каланă. Вăл Чăваш Республикинчи прокуратура ушкăнне çĕнĕ ертӳçĕне пулăшса пыма, пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса ĕçлеме сĕннĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри власть тытăмĕнче тăрăшакансем прокуратура, право йĕркине пăхса тăракансемпе тачă çыхăну тытса ĕçленине палăртнă. «Регионта Коррупцине хирĕç кĕрешекен координаци канашĕ тата ытти ятарлă комиссисем аван ĕçлеççĕ. Малашне те пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлесе пырассине шанатăп», - тесе палăртнă регион Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев Сергей Зайцева Чăваш Республикинче хăй вăхăтĕнче прокуратурăра вăй хунă чухне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕсем каланă. Тĕплĕнрех



02 июня 2015
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter