Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Мутко: " Республика ертӳлĕхĕ çамрăксене ытларах спорта явăçтарас, физкультурăпа спорта анлăрах сарас тесе Чăваш Енре мĕн кирлине пĕтĕмпех пурнăçлать"

Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикине официаллă визитпа Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Мутко килсе çитнĕ. Сумлă хăнапа пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников республикăри спорт объекчĕсен ĕçĕпе паллашнă. «Росинка» сывлăха çирĕплетекен спорт комплексĕнче Виталий Мутко тата Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕпе тĕл пулса калаçнă. Спортсменсем Чăваш Ен вĕсене питĕ килĕшнине пĕлтернĕ. Раççей пĕрлештернĕ ушкăнĕн аслă тренерĕ Сергей Желанов хăйĕн сăмахĕнче Шупашкарта çичĕ çул пĕр ылмашăнми Раççей чемпионачĕсене йĕркелесе ирттернине аса илнĕ. Кунта спортсменсене кирлĕ пек пур услови те çителĕклĕ пулнине палăртнă вăл. Виталий Мутко Раççей Правительстви спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. «Спортра çитĕнӳсем тăвасси пĕтĕмпех сирĕнтен килет. Хамăртан мĕн кирлине сире валли эпир йĕркелесе пама тăрăшатпăр», - тенĕ Министр Виталий Мутко. «Сирĕншĕн Раççей, пĕтĕм Чăваш Ен савăнать», - Министр калаçăвне малалла тăснă Михаил Игнатьев. Спортсменсем лайăх условисем йĕркелесе панăшăн тав тунă. Маунтинбайк енĕпе регион центрĕнче хăнасем спортăн ятарлă уйрăмĕсемпе, хатĕрленмелли пӳлĕмсемпе паллашнă. Çак кунах хăнасем хулари Пăр керменĕнче те пулнă. Кунти ĕçсемпе кăмăллă юлнă РФ спорт Министрĕ.  Чăваш Республикинче спорт тытăмне пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.  Юлашки çулсенче йĕркелесе ирттернĕ ĕçсене кура, регионта сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен хисепĕ куçкĕретех ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Куллен спорта çӳрекенсен хисепĕ ӳсни пурне те савăнтарать. Сывлăха упрас текенсене валли республикăра пур условисем те пур.  «Республика ертӳлĕхĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçе, физкультурăпа спорта аталантарас тесе сахал мар вăй хурать. Спорт резервне хатĕрлеме майсем çителĕклĕ. Хулапа республика килĕшсе пур ĕçе те йĕркелесе пыраççĕ. Çамрăксене спорта явăçтарас тесе куллен тăрăшса ĕçлени куçкĕретех», - тенĕ Виталий Мутуко.  Палăртнă вăхăт хушшинче чаплă Пăр керменне хута янăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьева тав тунă. «Европа шайĕнче спорт объекчĕсем хута кайни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ хăна. Хăнасем малалла çăмăл атлетикăпа Европа чемпионатне курма çул тытнă. Тĕплĕнрех

 



21 июня 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter