Михаил Игнатьев: «Чăваш Республики инвестици ĕçне чи лайăх аталантаракан Раççейри 10 регион шутне кĕни - влаç тытăмĕпе бизнес-пĕрлешӳ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленин çитĕнĕвĕ»

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев тĕрлĕ служба ертӳçисемпе тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе эрненсерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлăва уçнă май, Михаил Игнатьев иртнĕ эрнере Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин  çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче  Наци рейтингĕн кăтартăвне пĕтĕмлетнĕ. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче инвестици климатне епле тытса пынин ĕç кăтартăвне тишкернĕ.  2015 çулта хăш регионта бизнес лайӑх аталаннине пĕтĕм Раççейри 200 пине яхăн ытла бизнесменран  тĕпчесе ыйтса пĕлнĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Форум ĕçĕнче рейтинг пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине каланă. Раççей Президенчĕ инвестицисем хывма Федерацинчи чи лайăх регионсене палăртса хăварнă. Рейтинг кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республики  инвестици ĕçне  чи лайăх аталантаракан 10 регион шутне кĕнĕ.  Экспертсем, паллах, бизнеса аталантарма условисем йĕркелесе панине, вĕсен уçăмлăхне  пĕтĕмпех шута илнĕ.  Предпринимательсем патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курнине те пăхса тухнă. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн регион çакăн пек лайăх кăтартупа палăрни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ», -  тенĕ Михаил Игнатьев. «Раççей Президенчĕ çакăн пек хаклани пирĕн регионта власть тытăмĕпе бизнес-пĕрлешӳ пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ăнланса ĕçлесе пынине çирĕплетсе парать. Малашне те çак ĕçе курăмлăн пурнăçласа пыма тăрăшмалла. Предпринимательсемпе çыхăннă тĕрĕслевсене сăлтавсăр ирттермелле мар. Вĕсен ĕç хучĕсене те ансатлатмалла», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче ППЭ регионта лайăх тытнине пĕлтернĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăтартусем аван пулнине палăртса хăварнă. Шкултан вĕренсе тухакансен аттестат алла илме икĕ предметпа: вырăс чĕлхипе математикăпа экзаменсене пурте тытнă. Кăçал республикăра  экзаменсем тапхăрĕнче йĕркене пăснă 10 тĕслĕх тупса палăртнă, пĕлтĕр 29 пулнă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников Европа чемпионачĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Ăмăртусене 800 ытла спортсмен килнĕ. Спортра пурĕ 2000 яхăн çын пулнă. Унсăр пуçне 200 судья, 350 волонтер, 100 медицина ĕçченĕсене явăçтарнă. Журналистсем нумайăн килнĕ. Вĕсем пурĕ виççĕр çирĕммĕн пулнă. Пĕтĕмлетӳ тăрăх, Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ  пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕшне – Германи, виççĕмĕшне – Франци спортсменĕсем тивĕçнĕ.  Хамăрăн çĕршывран тата ют çĕршывсенчен килнĕ хăнасем мероприятине питĕ пысăк çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернине палăртнă. Михаил Игнатьев çак ăмăртусене пула, Чăваш Ен пĕтĕм тĕнчипех анлăн сарăлнине каланă. Çак асăннă мероприяти регион чысне тата та çӳллĕ шая çĕклеме,  инвестици явăçтарма майсем йĕркелесе панине асăннă.  Спорт мероприятине йĕркелесе ирттерме 100 млн. федераци хыснинчен тата ытти çăлкуçсенчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Паянхи спорт сооруженийĕсем малашне те Чăваш Енре пурăнакансене спорта çӳреме хавхалантарĕç.



22 июня 2015
18:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter