Михаил Игнатьев: «Манăн принциплă позици – таса чунпа, уççăмлăн ĕçлесси»

 Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма кандидатсем тăратма малтанласа ирттерекен партин шалти сасӑлавне хутшăнакан кандидатсемпе, Шупашкарта пурăнакан суйлавçăсемпе тӗл пулнӑ. Тĕл пулăва уçнă май «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма «Пĕрлĕхрĕ Раççей» политика партийĕнчен 8 çын хăйсен кандидатурине тăратнине пӗлтернӗ. Вĕсенчен тӗл пулӑва çиччĕшĕ килнине палӑртнӑ. Вĕсем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева,  Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, Афганистан вăрçин инваличĕсен пĕрлешĕвĕн обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Геннадий Матвеев, «Дентамед» ТМЯО тĕп врачĕ Юрий Зорин, Шупашкарти 5-мĕш гимнази директорĕ Инна Исаева,  «Базис» ТМЯО управляющийĕ Алексей Львов. Çак çынсем пурте «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕсем. Каярах кандидатсем хӑйсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма суйлас пулсан пурнӑҫлама  хатӗрленекен программисемпе паллаштарнă. «Эпĕ Чăваш Ен Президенчĕн должноçне кĕнĕ 2010 çула аса илер. Республика территорийĕнче ун чухне вăрмансенче пушарсем алхасатчĕç, вăраха тăсăлакан шăрăх та типĕ çанталăка пула ялхуçалăхĕ пысăк тăкак тӳсетчĕ, Халăх хăй хальлĕн вилесси чарăнманччĕ. Чăваш Ен Правительствине, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене, республикăра пурăнакан кашни çыннах васкавлăн, уçăмлăн, пĕтĕм вăя хурса килĕшӳллĕн ĕçлеме, чăтăмлă та тăрăшуллă пулма ыйтакан васкавлă мерăсем йышăнмаллаччĕ. Паян эпир тулли кăмăлпа палăртма пултаратпăр: çӳлерех асăннă çивĕч ыйтусенчен пурне те татса панă. Манăн тĕп тĕллев – халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, тăрăшса саккуна пăхăнса уççăммăн ĕçлесси», - тенĕ Михаил Игнатьев. Республикăра экономика лайăх аталанать. Промышленноç индексĕн калăпăшĕ çулсерен ӳссе пырать. Кăçал пĕтĕм çĕршыври пекех экономика лару-тăрăвĕ çивĕчленсе пырать. Пур-пĕрех Чăваш Енре 100 ытла инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ, экономикăна пĕтĕмпе 130 млрд. тенкĕ хывнă. Михаил Игнатьев çакăн пекех приоритетлă тĕллевсенчен пĕри ĕç климатне лайăхлатса пырасси пулнине каланă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Санкт-Петербургра иртнĕ экономика форумĕнче инвестици климачĕ лайăх пулнипе Чăваш Республикине Раççейри чи лайăх 10 регион шутне кĕнине уйрăммăн палăртса каланă.   «Кун пек ӳсĕм пирĕн предпринимательсене малашне те пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсене хатĕрлеме хистет. Эпир электротехника аталантарасси çине тимлĕх уйăрма пуçланă. Калăпланакан таварсем тĕнчери ытти таварсемпе пĕр тан ăмăртма пултараççĕ. Пахалăх енчен таварсем пысăк шайра пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Социаллă тытăмра та ӳсĕмсем пур. Чăваш Ен Правительстви хăй çине илнĕ пур яваплăха та туллин пурнăçлать. Экономика лару-тăрăвĕ çăмăлах мар пулин те, 2015 çулта сахал тупăшлă çемьесене пулăшас тĕллевпе, субсидисемпе тивĕçтерме бюджетри укçа-тенкӗ виçине 20 процента çити пысӑклатнă. Çак çитĕнӳсенче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн депутачĕсен витĕмĕ те пур. Ветерансене пулăшу пама лайӑх условисем йĕркеленĕ. Ҫирӗплетнӗ ĕç стажне пĕчĕклетни «Ĕç ветеранĕ» ята илессине çăмăллатрĕ. Вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕ, строительствăна аталантарасси, ача сачĕсене хута ярасси, автомобиль çулĕсем сарасси лайăх пурнăçланса пыраççĕ.  Ял тăрăхĕсенче çынсене пурăнма лайӑх условисем йĕр­келенеççĕ», - тенĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн программинче çынна кирлĕ пек аталанма условисем йĕркелесе парасси тӗп вырӑнта тӑнине асăннă. Кандидатсем тухса калаçнă хыççăн суйлавçăсен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Чăваш Енре промышленноç епле аталанать текен ыйтăва хуравланă май, Михаил Игнатьев 2010 çултан пуçласа пысăк хăвăртлăхпа аталанса пынине каланă. 2014 çулта промышленноç производствин индексĕ 104,5 процентпа танлашнине асăннă. Кăтарту Атăлçи федераци округĕпе пирĕн регион тăваттăмĕш вырăнта. Предприятисем пирки сăмах пуçарнă май, малашне те вĕсене производствăсене модернизацилеме пулăшупа тивĕçтерессине палăртнă. Çамрăк специалистсене аталанса ĕçлесе пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе пама шантарнă. Республика ырлăхĕшĕн каши çыннăн эффективлă ĕçлемелле», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе илес пулсан, вĕсем яланах хăйсен умне тухса тăракан пур ыйтăва та тивĕçлипех татса панине асăнса хăварнă. Юлашки тăватă çул хушшинче бизнес тытăмне  1 млрд. 350 млн. тенкĕ пулăшу парса тивĕçтернĕ. Пĕр сăмахпа каласан вĕсене валли çителĕклĕ условисем», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Енре пурăнакансенчен кашни виççĕмĕшĕ социаллă пулăшусемпе усă курать. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе те сахал мар пулăшу парса тивĕçтернĕ», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев.Хыççăн пухăннисем кандидатсемшĕн вăрттăн сасăланă. Пурĕ суйлава 289 çын хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев кандидатуришĕн 271  çын сасăланă, ку вӑл процентпа палӑртас пулсан 93,77 %. Михаил Игнатьев  хăйне шаннăшăн, хисепленĕшĕн пухӑннисене чун-чĕререн тав тунă. Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне кандидата тăратма  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Регионти уйрăмĕн XXII-мĕш конференцийĕ çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртет. Тĕплĕнрех

 



22 июня 2015
17:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter