«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма кандидат тăратма малтанласа ирттерекен партин шалти вăрттăн сасӑлавĕсенче Чăваш Енри суйлавçăсенчен 90 % Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьевшăн сасăланă

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма кандидатсем тăратма малтанласа ирттерекен партин шалти сасӑлавне хутшăнакан кандидатсемпе тӗл пулнӑ. Асăннă мероприятие Чăваш Енри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн палăртнă районĕсенчен: Патăрьел, Канаш, Çĕрпӳ тӑрӑхĕсенчи парти уйрăмĕсен сасӑлавҫисем хутшӑннӑ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма «Пĕрлĕхрĕ Раççей» политика партийĕнчен 8 çын хăйсен кандидатурине тăратнă. Вĕсенчен тӗл пулӑва çиччĕшĕ килнӗ. Вĕсем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева,  Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, Афганистан вăрçин инваличĕсен пĕрлешĕвĕн обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Геннадий Матвеев, «Дентамед» ТМЯО тĕп врачĕ Юрий Зорин, Шупашкарти 5-мĕш гимнази директорĕ Инна Исаева,  «Базис» ТМЯО управляющийĕ Алексей Львов. Çак çынсем пурте «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕсем. Каярах кандидатсем хӑйсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма суйлас пулсан пурнӑҫлама  хатӗрленекен программисемпе паллаштарнă. Михаил Игнатьев хăйĕн программи пирки тĕплĕ каласа кăтартнă. «Юлашки çулсенче социаллă тытăмра, экономикăра пысăк çитĕнӳсем туса пыни куçкĕретех. Хамăр çине илнĕ пур ĕçе те туллин тата кирлĕ пек пурнăçлатпăр. Экономика лару-тăрăвĕ çăмăлах мар пулин те, 2015 çулта сахал тупăшлă çемьесене пулăшас тĕллевпе, субсидисемпе тивĕçтерме бюджетри укçа-тенкӗ виçине 20 процента çити пысӑклатнă. Çак çитĕнӳсенче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн депутачĕсен витĕмĕ те пур. Ветерансене пулăшу пама лайӑх условисем йĕркеленĕ. Ҫирӗплетнӗ ĕç стажне пĕчĕклетни «Ĕç ветеранĕ» ята илессине çăмăллатрĕ. Вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕ, строительствăна аталантарасси, ача сачĕсене хута ярасси, автомобиль çулĕсем сарасси лайăх пурнăçланса пыраççĕ.  Ял тăрăхĕсенче çынсене пурăнма лайӑх условисем йĕр­келенеççĕ», - тенĕ. «Чăваш Республикин çитĕнĕвне Раççей Федераци шайĕнче те палăртнă. Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче  Наци рейтингĕн кăтартăвне пĕтĕмлетнĕ. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче инвестици климатне епле тытса пынин ĕç кăтартăвне тишкернĕ.  2015 çулта хăш регионта бизнес лайӑх аталаннине пĕтĕм Раççейри 200 пине яхăн ытла бизнесменран  тĕпчесе ыйтса пĕлнĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Форум ĕçĕнче рейтинг пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине каланă. Раççей Президенчĕ инвестицисем хывма Федерацинчи чи лайăх регионсене палăртса хăварнă. Рейтинг кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республики  инвестици ĕçне  чи лайăх аталантаракан 10 регион шутне кĕнĕ.  Экспертсем, паллах, бизнеса аталантарма условисем йĕркелесе панине, вĕсен уçăмлăхне  пĕтĕмпех шута илнĕ.  Предпринимательсем патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курнине те пăхса тухнă. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн регион çакăн пек лайăх кăтартупа палăрни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ», -  тенĕ Михаил Игнатьев.    Вăл çакăн пекех Чăваш Ен Правительствин халăх пурнăçĕн условине лайăхлатассипе кулленех ĕçлесе пынине палăртнă. «Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлекенсене ытларах ĕçе явăçтармалла. Йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварасси çине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Ял хуçалăх тытăмне аталантарасси те приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Тĕнчере лару-тăру çăмăлах мар пулин те ял хуçалăхне пулăшу кӳресси вăй илсе пырать,  асӑннӑ отрасле кăçал 2 млрд. 700 млн. укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнче вĕренӳ тытăмне аталантарса çĕнетсе пыма сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. Ялсенче çамрăк специалистсене явăçтарассипе те тăрăшса ĕçленĕ. Малашне те çак ĕçсене пурнăçлăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Юлашкинчен пухăннисем кандидатсемшĕн кашни районта вăрттăн сасăланă. Пурĕ суйлава Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Канаш, Тăвай, Çĕрпӳ, Красноармейски, Шупашкар районĕсем тата Канаш хули хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев кандидатуришĕн  Патăрьелĕнче 200 çынтан 194 çын сасăланă, ку вӑл процентпа палӑртас пулсан 97 %, Канашра – 200 çынтан 184-шĕ (92 процент),  Çĕрпӳре –197 çынтан 185-шĕ (93,9 процент). Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне кандидата тăратма  «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Регионти уйрăмĕн XXII-мĕш конференцийĕ çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртет. Тĕплĕнрех



22 июня 2015
17:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter