Раççей спорт Министрĕ Виталий Мутко Чăваш Ен ертӳлĕхне Европа шайĕнче çăмăл атлетикăпа команда чемпионатне çав тери çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн тав сăмахĕсем каланă

 Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче çăмăл атлетикăпа Европа чемпионачĕ вĕçленнĕ хыççăн, Шупашкарти «Чебоксары-Арена» Пăр керменĕнче Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Муткопа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев тĕл пулнă. Калаçăва вĕсемпе пĕрле ăмăртусенче çĕнтерĕве тивĕçнĕ Раççейĕн çăмăл атлетикăпа командăри спортсменсем хутшăннă. Виталий Мутко Раççей пĕрлештернĕ командине пĕрремĕш вырăна тухнă ятпа саламланă. «Çав тери лайăх турнир пулчĕ. Сирĕнпе чăннипех те мухтанатăп. Малашне те сире яланах пулăшу кӳме, сире валли кирлĕ пек пур условисем йĕркелесе пама тăрăшăпăр», - тесе каланă Министр Виталий Мутко. Çавăн пекех вăл ăмăртусене çав тери çӳллĕ шайра йĕркеленĕшĕн Чăваш Республикин ертӳлĕхне ырласа саламланă. «Куракансем хăйсен хаваслă кăмăл-туйăмне спортсменсене парнелени те савăнтарса хавхалантарать. Хăшĕсем рекорд лартнă, спортри чи пысăк çитĕнӳсемпе палăрчĕç. Раççей спорт карттинче Чăваш Республикин тĕп хули Шупашкар пур. Çакăн пек пысăк мероприятине йĕркелесе ирттерни пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕ. Кунта çынсем чунтан  тăрăшса ĕçлеççĕ. Чи пахи ăмăртусене курма килнисен хаваслă туйăмĕ пурин кăмăлне те çĕклесе ячĕ. Эсир Раççейе çӳллĕ шая çĕклес тесе, хăвăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех тума пултартăр, Раççей Мускавпа тата Питер хулипе çеç мар паллă, Чăваш Республикинчи Шупашкар хули те ĕмĕрлĕхех пурин чунне те асра кĕрсе юлчĕ», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ Виталий Мутко. Унăн сăмахĕсемпе килĕшсе Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕн Тĕп тренерĕ, вăлах Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский çак ăмăртусене йĕркелесе лайăх ирттерни – Чăваш Республикин пысăк тӳпи пулнине асăннă.  «Спорт ăмăртăвĕсене йĕркелес ĕç çӳллĕ шайра пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çакна кура та, ăмăртусенче çитĕнӳсем тума та питĕ меллĕ, пур услови те çителĕклĕ пулни куçкĕретех. Уйрăмах Михаил Игнатьева чĕререн тав сăмахĕсем калатăп. Паллах, регионти спорт министерстви те пур ĕçе те кирлĕ пек йĕркеленĕ», - тенĕ сумлă хăна. Европа чемпионачĕн йĕркелӳ комитечĕн директор ĕçĕсене пурнăçлакан, вăлах ăмăртусен тĕп генеральнăй секретарĕ Михаил Бутов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче пур ĕçе те пурнăçа кĕртме май килнине каланă. Шупашкарта çак ăмăртусене йĕркелесе ирттерни питĕ вырăнлă пулнă. Хамăн пурнăçа эпĕ пуçласа пĕрремĕш хут ĕçпе кăмăллă юлтăм. Кун пекки манăн пĕрре те пулманччĕ-ха», - тесе каланă Михаил Бутов.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев спортсменсене пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ ятпа саламланă. «Эсир хăвăрăн спортри çитĕнĕвĕрпе Чăваш Енре пурăнакансен кăмăлне çĕклесе ятăр. Хăнасем пурте кăмăллă юлчĕç. Эпир пĕтĕм чунтан Раççейшĕн савăнатпăр. Эпир малашне те спорт  объекчĕсене хута ярăпăр. Чăн пуянлăх вăл çынсен сывлăхĕ. Пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе пама тăрăшăпăр. Эпир чăваш çĕрĕ çинче хăнасене яланах кĕтсе илме хавас. Ăмăртусенче çитĕнӳсем тума яланах спортсменсене валли условисем йĕркелĕпĕр. Сире малашне те яланах çĕнтерӳ тума сĕнетĕп», - тенĕ Михаил Игнатьев. Европа чемпионатĕнче Раççейĕн пĕрлештернĕ команди пĕрремĕш вырăн тухнă, пурĕ вĕсен пухмачĕнче 368,5 очко пулнă. Иккĕмĕш вырăна Германи (346,5), виççĕмĕшне Франци тивĕçнĕ, вĕсен 319,5 очко пулнă. Тĕплĕнрех 

 



22 июня 2015
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter